19 июля 2008 г.
Инкек куçа курăнса килмест тенине юлашки çулсенче çине-çинех тÿссе ирттерме тиврĕ. Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма пĕр енчен хакласан, тен, çăмăл пулĕ, анчах выльăх – хушма укçа çăлкуçĕ пулнине, сĕт-çуллă тунине шута илсен, унсăр хресчене йывăртарах. Çавăнпа ытти нумай ял çынни пекех кил хуçалăхĕнче ĕне тытма хăнăхнă манăн çемье. Пĕлтĕр, инкеке тенĕн, кĕр енне кĕтмен çĕртен ĕнене çухатрăмăр. Темиçе кун шырама, хаçата пĕлтерÿ пама тиврĕ. Юлашкинчен тупăнчĕ, анчах унăн вилли кăна. Ун хыççăн тепĕр ĕне туянтăмăр, анчах кăçал унăн та чунĕ тухрĕ. Çакнашкал çухатăва ял çыннине тÿссе ирттерме еплерех йывăр килни каламасăрах паллă.
Юрать, вилнĕ ĕнесене районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Чувашия-Поддержка» страхлакан компанийĕнче пулнă. Йывăр тапхăрсенче темĕн пекех пулăшрĕ вăл пирĕн çемьене. Укçи-тенкипе кĕске вăхăтра та кирлĕ пек тивĕçтерчĕ. Маттур тăрăшаççĕ унта вăй хуракансем, çавăнпа манăн вĕсене чунтан тухакан тав сăмахĕ калас килет. Малашне те ял халăхне çывăх тăччăр вĕсем, ĕçĕсем ăнса пыччăр. «Чувашия-Поддержка» страховани рынокĕнче çамрăк компани пулин те кунсерен тенĕн вăй илет. Çакна эпир, ял çыннисем, туятпăр, куратпăр, уншăн хĕпĕртетпĕр.
Н. ЕГОРОВ.
Октябрьски ялĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)