Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул усăллă ирттĕр

19 июля 2008 г.

Шкулта вĕренекен ачасем çуллахи каникула тĕрлĕрен ирт-тереççĕ. Хăшĕсем кану лагерĕсене, теприсем тăванĕ е аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне каяççĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшас текенсем е урăх сăлтавсене пула канма каяйманнисем çу кунĕсене килтех ирттерĕççĕ. Тимлĕреххисем вара çак вăхăта усăллă ирттерсе, çемьери бюджета пысăклатма та пултараççĕ. Тĕслĕхрен, курăк пуçтарса та самаях укçа тума пулать.

Çуллахи вăхăтра çула çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарни йăлана кĕчĕ пулĕ. Çакă усăсăр çÿрекен çамрăксем хушшинче йĕрке пăсакансен шутне чакарма чылай пулăшать, вĕсене пĕчĕкрен çынпа хутшăнма, коллективра ĕçлеме те вĕрентет. †çленĕшĕн укçине нумаях тÿлемесен те, шăпăрлансем тăрăшсах вăй хума хатĕр. Çавăнпа та районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ачасене кану вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме май парать.

Çу уйăхĕн вĕçенче «†çсен ярмаркки» пулса иртнĕччĕ. Çавăнта тĕрлĕ предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе представителĕсем çула çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе илме пултарассине палăртса хăварнăччĕ.

Халĕ хăш-пĕр хутлăхсенче (уйрăмах Карапаш, Шуршăл, Шĕнерпуç) шкул ачисем ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. Çавăнти ачасем нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмаççĕ, картасене сăрлаççĕ, урамсене типтерлĕ тытаççĕ, чечексем ÿстереççĕ, ветерансемпе Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă ватăсем çинчен те манмаççĕ вĕсем, шыв йăтмалла-и, çум çумламалла-и – яланах хатĕр пулăшма. Урхас Кушкă шкулĕнче, 28-мĕш, 11-мĕш училищăсенче вĕренекенсем тавралăхра тирпей-илем кĕртес ĕçре вăй хураççĕ. Çăкăр пĕçерекен комбинатра тăрăшакансене те шкул ачисем пулăшаççĕ, вĕсенчен опыт илеççĕ. Райадминистрацин культурăпа социаллă аталану уйрăмне те хĕрача вăхăтлăх ĕçлеме вырнаçнă. Вăл кунта экскурсисем, тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ тата ирттернĕ çĕре хутшăнать.

Хаçат редакцийĕ те ыттисенчен уйрăлса юлас темерĕ. Икĕ çамрăк корреспондент пĕр уйăхлăх вырнаçрĕç кунта ĕçлеме. Вĕсем статьясем çыраççĕ, корректор ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ, верстка тума та вĕренеççĕ. «Редакцинче ĕçлеме питĕ интереслĕ, час-часах çĕнĕ çынсемпе паллашни хавхалантарать» – теççĕ çамрăксем.

Каникул вăхăчĕ нумаях та юлмарĕ ĕнтĕ. Анчах та эсир, 14–18 çулхи ачасем, ĕçсĕр аптăраса çитрĕр пулсан, ял хутлăхĕн администрацине кайса хăвăрăн ĕçлес килни çинчен кăмăл пуррине калама пултаратăр.

И. ФЕДОРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика