Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуракассисем иккĕмĕш пулĕç

19 июля 2008 г.

В. Терентьев ертсе пыракан Хуракасси ял поселенийĕн территорийĕнче муниципаллă пушар деповĕ йĕркеленнипе пĕрех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра унта каçхине 20 сехетрен пуçласа ирхине çичĕ сехетчен икĕ пожарнăй дежурство тăраççĕ. Аса илтерер, кунашкал муниципаллă пушар деповĕ районта чи малтан Октябрьски тăрăхĕнче ĕçлесе кайрĕ. Хуракассинчи вара вырăнти, Карапаш, Урхас Кушкă ял поселенийĕсен территорийĕнчи халăха тивĕçтермелле. Виталий Иванович асăннă тăрăх, хатĕрленÿ ĕçĕсем тĕппипех вĕçленмен-ха, анчах чи пĕлтерĕшлисене пурнăçланă. Пушар сÿнтермелли автомашинăна кирлĕ пек юсанă. Районтан тепĕр автомашина пама та шантарнă-мĕн. Специализациллĕ ВДПО организацийĕнчен те пулăшу кĕтме шанчăк çук мар. Çавах та юсав ĕçĕсемпе татăлса пĕтме укçа-тенкĕ çитсех кайманран Виталий Иванович меллĕ самантпа усă курса район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясниковран та пулăшу ыйтрĕ. Анатолий Аркадьевич вара ку территорие Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ятарлă ушкăн представителĕсемпе килсе çитнĕччĕ.

Палăртмалла, ял поселенийĕн балансĕ çине тĕппипех куçакан депо хуралти аслă, ирĕклĕ, хĕллехи тапхăрта та дежурство тăракансен аптăрас çук – ăна ăшă системипе çыхăнтарнă.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика