19 июля 2008 г.
«Хурăн милĕкĕпе вĕри мунчара çапăнма нумайăшĕ юратать. †лĕкрен çапла майпа сахал мар чир-чĕртен сывалнă. Хурăнăн кăчкипе, çулçипе те сывлăха çирĕплетес енĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак йывăçăн вулли çинче тата чага текен кăмпа ÿсет.
Вăл вара вар-хырăм чирĕнчен сывалма пулăшать. Кăмпине шыва ярса вĕретсе ĕçсен те тути аванах.
Хурăн милĕкне Питрав кунĕнчен пуçласа тăм ÿкичченех касса хатĕрлеме юрать. †лĕкрен пирĕн таврара пурăнакан чăвашсем милĕк касма Атăл урлă çармăс вăрманне çÿренĕ. Çарана утă çулма тухсан та хĕрупраçсем милĕк хатĕрлеме çармăссен хутăш вăрманне çул тытнă. Çакна вĕсем ир-ирех, ĕçе пикениччен пурнăçлама тăрăшнă. Ир каймасан кăнтăр кунĕнче вăрман хуралçисем сыхă тăнă, хурăнсене касса ваттарман, тытса чарнă та явап тыттарнă.
Хальхи вăхăтра милĕк тума çармăс енне каяс çук. Унччен тырă акнă анасем çинче хурăн катисем хăй халлĕн çитĕнеççĕ. Çулсен хĕррипе те тĕрлĕрен йывăçсем лартса тухнă. †лĕкхи сад пахчисенче те хурăнлăх катисем упранса юлнă.
Иртнĕ тапхăрсенче вăрмансене, çырма-вар тата çул айккипе лартнă йывăçсене сыхлас ыйтăва пит тимленĕ. Халĕ вара яваплă хуçасем пулманран-ши, халăх хурăнлăхсенче хăйне çав тери ирĕк туять. Милĕк касса хатĕрлемелле – хăшĕ-пĕри пĕр тăхтаса тăмасăр, шухăшсăр йывăçа тĕпренех касса ярать, тураттисене иртет, вуллине пăрахса хăварать. Е тата хурăн варринчи çÿлелле ÿсмелли турата авса хуçать, амантса хăварать...» – чун ыратăвĕпе çырăннă çапларах пăшăрхануллă çырупа килсе çитрĕ редакцие Аксаринта пурăнакан ĕç ветеранĕ Анатолий Федорович Мартьянов. Чăн та, тумхахсăр масштаблă экономика проблемисемпе туллашнă май, эпир çутçанталăкăн чĕрĕ чунĕ çинчен вуçех те манатпăр. «Мĕнех пулĕ хурăна милĕклĕх каснăшăн.» – тетпĕр те пĕр шухăшсăр малалла туллама тытăнатпăр. Çав хурăнах пире хăйĕнпе типтерлĕрех пулма ыйтнине, тепĕр чух йăлăннине пач илтместпĕр те, туймастпăр та. Капла çутçанталăкран çав териех уйрăлса пырсан мĕн патне çитсе тухассине пуçа илме те йывăр.
Çутçанталăк вăл пирĕншĕн – куçа курăнакан Туррăмăр, аслă Аттемĕр. Йĕри-тавралла çаврăнса пăхăр-ха, йăлтах панă вăл пире мĕн кирлине, хура çĕрне, сар хĕвелне, йывăç-курăкне. Тата вĕçсĕр-хĕрсĕр юратăвне, ирĕклĕхне. Шел, вĕсемпе виçеллĕ усă курма пĕлместпĕр мар, тĕрĕсрех, маннă. Çутçанталăк панинчен вăйлăрах, хăватлăрах, тутлăрах, илемлĕрех япаласем шутласа кăларма пултаратпăр, тетпĕр те сахал мар чух ним вырăнне те хумастпăр çумра ÿснине, кирлĕ вăхăтра ăша кантаракан чи тутлă çимĕç паракан чĕрĕ чуна. Техника прогресĕ, экономика е ытти сфера искусственнăй майпа темĕн пек хăватлă аталантăр, анчах ĕмĕрлĕхре юлаканни, апла пулсан, чи çирĕппи вăл – çутçанталăк пани.
Паянхи цивилизацири çынна çакна ăнланма йывăртарах пулĕ, анчах тарăннăн тишкерекене, кунсерен йывăç-курăкăн, çÿл тÿпери сар хĕвелĕн вăйне, юратăвне туякана, турă панин ырлăхĕ çинче çимĕçе хăй аллипе туса илекене капла тума кăткăсах пулмĕ.
Тепĕр чух усал тăвакана е сунакана, çак шутра çутçанталăка та сăтăр тăвакана Турри тавăрать, тенине илтме пулать. Çук, килĕшес килмест кунашкал философипе. Турă этемлĕхе юрату вăйĕпе тултарнă, ăна вăл хăйĕн ачине юратнă пек кăмăллать. Апла пулсан, усалпа тавăрма пултарĕ-и вăл юратнă ачине. Паллах, çук. Эпир хамăра хамăр тавăратпăр, айăплатпăр. ¤çтан тухать çакă. Инçех каймăпăр. Акă, хурăнсене тĕпрен касса ярса чĕрĕ пурнăçа тататпăр, шухăшсăрах ăна тĕп тăватпăр. Çапла, милĕкĕ кирлĕ, анчах ăна хурăн тураттисене типтерлĕ сайралатсах хатĕрлеме пулать-çке.
Çапла, вăрман тăрăхĕсен паян чăн хуçа çукки те йĕркелĕхе тытса пыма ура хурать. Реорганизаци хыççăн вăрман хуçалăхĕсене пĕтерчĕç, лесничествăсем çеç юлчĕç, опытлă вăрман-çăсем те сахалланаççĕ. Пĕчĕк раща-катасем хальлĕхе ялхуçалăх предприятийĕсен балансĕ çинче-мĕн. Лешсен вара вăрмансене пăхса тăма мар, çĕре акса хăварма та майсем çав тери çителĕксĕр. Çапла, вара ирĕклĕхе туйса вататпăр, аватпăр, хуçатпăр...
Анатолий Федорович пек çутçанталăка чунпа туйса сиплекенсене вара пуç таймалла, вĕсенчен вĕренмелле. Чунĕпе çеç мар, ал-урипе те сахал мар тăрăшнă вăл аслă Аттемĕршĕн, çутă пурнăçшăн сад бригадирĕнче вăй хунă чух. Аксарин тăрăхĕнче сад 238 га йышăннă, унашкалли районĕпе те пулман. Шел, 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çанталăка пула унти йывăçăн чылай пайĕ пĕтнĕ. «Астăватăп, звенăсемпе йывăç лартаттăмăр. Никам та хушман пире. Хамăр пуçарупа ĕçленĕ. Çакна кура администраци пулăшнă, паллах. Халĕ тепĕр чух йывăç лартаççĕ те «сыв пул» тенĕн, ун патне кайран пырса та тĕкĕнмеççĕ. Капла епле таса чун, çутă пурнăç çинчен ĕмĕтленĕн»,– тет А. Мартьянов. Тĕрĕс калать ветеран. Ырри, пуласси пирĕн чунра, ĕçĕмĕрсенче.
И. НИКИТИНА.