19 июля 2008 г.
– Пирĕн ĕç пĕчĕк пăрахутсен, кимĕсен, тĕрлĕ сооруженисен, пляжсен, шыв хĕрринче канакан халăхăн пурнăçне сыхлас, вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшассипе çыхăннă. Пирĕн центрта мансăр пуçне тепĕр инспектор тата техник вăй хураççĕ.
Шыв çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă мероприятисемпе занятисене эпир районти шкулсенче тăтăшах ирттеретпĕр. Администрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин уйрăмĕпе эпир смотр-конкурс тата çын пурнăçне шыв çинче сыхласси çинчен калакан положенипе приказне хатĕрлерĕмĕр. Кунсăр пуçне пирĕн центр ĕçченĕсем тĕрлĕ ăмăртусем те йĕркелеççĕ, путма тытăннă çынна çăлмалли меслетсене те кăтартса параççĕ, ял хутлăх пуçлăхĕсем тата предприяти ертÿçисемпе тĕлпулусем, совещанисем туса ирттереççĕ. Малтан районта радио ĕçленĕ чухне кашни кĕçнерникун эфира «Патрульные водных путей» текен рубрика тухса тăратчĕ. Ун чухне, паллах, çăмăлрахччĕ. Эпир шыв çинче мĕн пулса иртнине, мĕн тума юранипе-юраманине ăнлантарса параттăмăр, пĕрремĕш пулăшу памалли меслетсем, шывра хăвна мĕнле тытмалли çинчен каласа параттăмăр.
– Эпир пĕлнĕ тăрăх, эсир район территорийĕнче вырнаç-нă пур шыв-шур çинчи хăрушсăрлăхшăн яваплă. Мĕнле ĕлкĕрет сирĕн центр.
– Ку енĕпе мĕнле мероприятисем ирттерни çинчен каларăмăр ĕнтĕ. Унсăр пуçне ял хутлăхĕсен пур пуçлăхĕсем патне те ятарлă çырусем çитернĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи кÿлĕ-пĕве, плотинăсенче шыва кĕме юракан вырăнсене тупса палăртмалли, курăкланса, тасамарланса кайнă кÿлĕсенче шыва кĕме юраманни çинчен калакан хĕрлĕ тĕслĕ щитсем çакмалли, халăх пухăнакан çĕрте аслă çынсенчен дежурствă йĕркелемелли тата ишнĕ чухне мĕнле правилăсене пăхăнмалли пирки калакан стенд хатĕрлемелли çинчен сăмах пычĕ. Анчах темшĕн-çке, пирĕн пуçлăхсенчен пĕрине те ку çыру интереслентермен. Çак ыйту тавра тепĕр хут шутласа пăхасса чунтан шанас килет.
– Станислав Анатольевич, камсем ытларах путаççĕ.
– Хамăр практикăран илес пулсан, чылай чухне лайăх ишме пĕлекенсемех путаççĕ, вĕсем хăйсен вăйне пысăка хурса хаклаççĕ, çакна çирĕплетсе парас тесе тăрăшаççĕ те ĕмĕрлĕхех çут тĕнчепе сывпулашаççĕ. Тепĕр категори вăл – эрех ĕçсе паттăрланса кайнисем.
– Çапах та куç умĕнче çын путма тытăнсан мĕн тумалла-ха.
– Чи малтанах таврара кимĕ, автомобиль камери, хăпартнă матрас пуррипе çуккине асăрхамалла. Çук пулсан, халĕ пластик бутăлкăсем те нумай çапкаланса выртаççĕ, вĕсем те питĕ лайăх. Путакан çын сире тÿрех шыв тĕпнелле туртса анма тытăнĕ, çавăнпа та, ÿпкесене пултарнă таран сывлăшпа тарăннăн сывласа илсе тултарăр. Çыран хĕрринче юлнă çынсен часрах «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе ямалла.
Путакан патне ишсе çитрĕр, вăл сире чăнах та аялла сĕтĕрет – апла пулсан ăна хĕрхенмесĕрех çапмалла е хăвăн тата тĕпнерех чăммалла – вара вăл сире хăех ярĕ. Халĕ çынна часрах çÿçĕсенчен ярса тытса туртса кăлармалла.
Шывран кăларнă хыççăн путаканăн çăварне тасатмалла, хырăмпа чĕркуççи çине хурса ÿпкери шыва юхтарса кăлармалла та сывлăш вĕрсе кĕртме ты-тăнмалла (искусственное дыхание).
– Мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир шыва кĕме юратакансене.
– Пĕлмен çĕрте нихăçан та шыва кĕме ан васкăр, тен, унта тĕрлĕ тимĕр-тăмăр, хăлтă килсе пăрахнă, эрех-сăран кĕленче савăчĕсене перекенсем те чылай; нихăçан та хăвна питĕ лайăх ишетĕп тесе ан шутла, çынсемпе тавлашса шыв урлă ишсе ан каç, «выляса яма пултаратăн»; ывăнса çитсен канма пĕлмелле – çурăм çине выртăр та, хуллен ишĕр, сивĕ шывра нумай ишме ан тăрăшăр; эрех ĕçсен те шыва кĕме хăрушă. Паллах, тата ытти нумай япалана та пĕлмелле.
– Тавтапуç сире пирĕн ыйтусем çине хуравланăшăн.
Эсир вара, хисеплĕ вулаканăмăрсем, шыв çинчи хăрушсăрлăх çинчен манса ан кайăр. Ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем çÿлерех асăннă мероприятисене вара пурнăçа кĕртессе питĕ шанас килет.
Е .ТИХОНОВА калаçнă.