Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçман пурлăх ыйтăвĕ те кăсăклантарчĕ

19 июля 2008 г.

Куçман пурлăх кадастрĕн федераллă Агенствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен М. Езюковран, район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясниковран, район депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçинчен И. Сергеевран тăракан информаторсен ушкăнĕ палăртнă кунăн темине халăха ăнлантарма маларах йĕркеленĕ графикпа районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх системинчи МП «ККЦ ДЕЗ» организацине çитрĕ (ăна шăпах И. Сергеев ертсе пырать). Йăлана кĕнĕ мероприятин черетлĕ тематики тинтерех уявласа ирттернĕ Республика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕçĕнчи аталану çул-йĕрĕпе, тавралăха тирпей-илем кĕртсе симĕслентерессипе, халăха пахалăхлă пулăшу ĕçĕсем парассипе çыхăнни Федераци агенствин представительне çак ыйтусем пĕтĕмĕшле республика шайĕнче еплерех пурнăçланса пыни çинчен калаçтарчĕ. Кирлĕ-и пире Республика кунĕ пек масштаблă уявсем. Практика кăтартнă тăрăх, кирлĕ, мĕншĕн тесен, акă, кăçал республика темиçе миллион тенкĕлĕх 200 ытла договор тунă уява ют çĕршывсенчен, регионсенчен килсе çитнĕ хăнасемпе. Михаил Васильевич шухăшĕпе, тирпей-илемлĕх, экологи проблемисене татса парасси вырăнсенчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çак ыйтусем çине мĕнле пăхнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Республика шайĕнчи тепĕр тĕслĕхрен, акă, Н. Федоров президент паллă «Элара» заводăн хÿми Шупашкар архитектурипе килĕшсе тăманран ĕçе аванлатма çирĕп ыйтнă. Çакнашкал майпа ĕçлесен кăна йĕрке тума май килнине çирĕплетет тĕслĕх.

Паллах, куçман пурлăх кадастрĕн ыйтăвĕсемпе тăрăшакан ертÿçĕ пулнă май, М. Езюков пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсене документаллă кирлĕ пек йĕркелештерессин пĕлтерĕшĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Харпăрлăха саккун ыйтнă пек регистрацилесе, права илсе унăн хуçи пулни малашне сиксе тухакан чылай проблемăна татса пама пулăшĕ. Хальхи вăхăтра вара уйрăм граждансем çеç мар, муниципалитет органĕсем те, тĕслĕхрен, çĕр контролĕн (регистрациленин) ыйтăвне тимлесех каймаççĕ. Çав хушăра çĕр вăл – бюджета кĕрекен налук. Çавăнпа, уйрăмах граждансен, патшалăх куçман пурлăха регистрацилеме май панă çăмăллăхпа (уйрăм тĕслĕхсенче, сăмахран, çĕре чикĕсене виçтермесĕрех е межевани тумасăр алăра патшалăх акчĕ е свидетельство пулсан – регистрацилеме май пур) активлăрах усă курма тăрăшмалла.

Район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясников калаçăва хутшăнса «ККЦ ДЕЗ» организацине реформăласси (ООО туса хурасси)пирки пĕлтерчĕ. Çакăн сăлтавĕсем сахал мар, пĕрремĕшĕ, капла тумасан çитес çул çурт-йĕре тĕпрен юсама паракан патшалăх укçи-тенкине илме йывăр пулĕ (кăçал район ку программăна лекеймен). Иккĕмĕшĕнчен, пытарас çук – ку организацири лару-тăру пит чаплах мар, çакă, тĕпрен илсен, право, финанс законодательствине пăхăнсах пыманнипе çыхăннă.

Çавнашкалах Анатолий Аркадьевич районти пĕтĕмĕшле лару-тăрупа та кĕскен паллаштарчĕ, парăмсен суммисене те асăнчĕ.

Тирпей-илемлĕх ыйтăвне хускатнă май, вăл халăхпа ăнлантару майĕпе ĕçленин тапхăрĕ хыçа юлнине палăртрĕ. Апла пулсан, айăплас, явап тыттарас вăхăт çитнĕ, унсăрăн йĕрке тума йывăр. Явап тыттарас тĕлĕшпе вăл ятарлă комисси йĕркелеме хушу панă та ĕнтĕ.

«ККЦ ДЕЗăн» ĕç коллективĕпе сывпулашнă хыççăн ушкăн Хуракасси ял тăрăхне çул тытрĕ. Кунта вăл «Сентреш» агрофирма» ОООн бухгалтери сотрудникĕсемпе тĕл пулса килти çĕр харпăрлăхçи пулассипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.

Сăмах май, Хуракасси ял поселенийĕн администрацийĕнче те М. Езюков А. Иванова гражданкăна упăшки вилнĕ хыççăн куçман пурлăха хăй çине мĕнле куçармалли пирки ăнлантарчĕ, администраци специалисчĕсем те унран кирлĕ хуравсем илчĕç.

И. НИКИТИНА.

Республикăри профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн «Чувашрессовпроф» ертÿçин çумĕ Ю. Чернов ертсе пыракан информушкăн чи малтанах «УК-Комфорт» тата «Теплоэнерго» тулли мар яваплă обществăсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Ку ушкăна Сĕнтĕрвăрри хулин пуçлăхĕ В. Петров тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Малеев та кĕчĕç.

Шупашкартан килнĕ Ю. Чернов информкунăн повесткинче тăракан икĕ ыйтăва çутатса пачĕ, пĕри – 2008 çулхи Республика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, тепри – Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен аталанăвĕн тĕп (стратегилле) çул-йĕрĕсем. Республика кунĕпе çыхăннă анлă мероприятисем Чăваш Ене килекен инвестици укçин хисепне ÿстерме лайăх майсем туса пачĕç. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Г. Греф Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тата Раççей Федерацин акционерла коммерциллĕ Перекет банкĕн хушшинчи килĕшÿ çине ал пуснă. Çак документ 2008-2010 çулсенче пирĕн республикăна аталантарма 175 миллиард тенкĕ укçа явăçтарма май парать. Çак хисепрен 55 миллиарчĕ кăçалах килсе çитĕ.

Çĕртме уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче «Российским инновациям – российский капитал» ятпа пĕрремĕш Раççей форумĕ иртрĕ. Мĕнпурĕ 100 ытла инвестици килĕшĕвĕсем 70 миллиард тенкĕлĕх тунă.

Çĕртме уйăхĕн 20–21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ «Управление. Экономика. Развитие» экономика форумне 36 ют çĕршыв представителĕсем те хутшăннă. Çак кунсенче хулара тĕрлĕрен куравсем ĕçленĕ, 120 миллиард тенкĕлĕх 200 килĕшÿ тунă. Чи пĕлтерĕшлĕ проектсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварни вырăнлă, Çĕнĕ Шупашкарта стройматериалсем тата конструкцисем тăвассине йĕркелесси; Шупашкарăн кăнтăр-хĕвеланăç пайĕнче комплекслă майпа çурт-йĕрсем тăвассине проектласси тата реализацилесси; Шупашкарта стройматериалсем тăвакан заводсен комплексне пĕрлештерекен индустриаллă технопарк тăвасси; «Биологи майĕпе тасатакан сооруженийĕ» ГУП юхтаракан шыв «юшкăнĕнчен» топливо брикечĕсене тăвассине йĕркелесси тата ытти те.

Культура мероприятийĕсем те сахал мар пулса иртнĕ. Республика кунне уявланă чухне Раççей шайĕнчи «Родники России» халăх пултарулăхĕн 16-мĕш фестивальне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 39 пултарулăх коллективĕ хутшăннă. Белорусирен, Арменирен тата Бельгирен килнĕ хăнасем те пулнă. Ал ĕç искусствисен «Русь мастеровая» конкурсне 64 çын хутшăннă. «Песни России» фестиваль-марафона 124 çын хутшăннă. ¤на вырăс халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынă.

Хула пуçлăхĕ В. Петров вырăнти самоуправленисем умĕнче тăракан ялсенче тата хулара тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе, халăха пахалăхлă коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерессипе, çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

«Пирĕн хулара кашни эрнерех «Таса кĕçнерникун» мероприяти иртет. Предприятисемпе организацисем хăйсен çывăхĕнчи лаптăксенче тирпей-илем тытса тăраççĕ. Паллах, пур ертÿçĕ те яваплăха туйса илеймен-ха. Çапах та лайăх улшăнусем сахал мар», – палăртрĕ Валерий Григорьевич. Вăл хулапа ял хутлăхĕсем кашни çулах республикăра тата Раççейре ирттерекен экологи конкурсĕсене хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Иртнĕ çулсенче пирĕн хула тата Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕсем парнеллĕ вырăнсене тивĕçме пултарнă. Тĕрĕссипе каласан, кун пек конкурссенче çĕнтерме çăмăл мар. Комисси членĕсем проекта пăхса тухнипе çеç çырлахмаççĕ, вĕсем хутлăхсене пырса кайма та вăхăт тупаççĕ.

Тĕлпулăва пынисем В. Петрова качакасене хула урамĕсене ирĕке кăларса яракансемпе хытăрах пулма ыйтрĕç. «Мăйракаллисем чечексемпе йывăçсене пĕр вĕçĕмсĕр сиен кÿреççĕ, – ÿпкелешрĕç вĕсем. – Нивушлĕ вĕсен хуçисене вырăна лартма май çук.» В. Петров ку ыйтăва татса парассипе хула администрацийĕ çанă тавăрсах ĕçленине палăртрĕ. «Анчах та кунта штрафсем хуни çителĕксĕр, – терĕ вăл. – Халăхăн хăйĕн культура шайне ÿстермелле. Хула урамĕсенче выльăх çÿретни – хамăра хамăр хисеплеменни. Выльăх валли çырмаллă вырăнсем те сахал мар».

Хулапа ялсенчи тирпейлĕх çинчен те пулчĕ. Хăшпĕр çынсем халĕ те килти тасамарлăха урамсене тухса тăкаççĕ. Кунпа ниепле те килĕшме май çук. Контейнерсене вăхăтра пушатманни те пулкалать тепĕр чухне.

Коммуналлă тивĕçтерÿсен пахалăхне епле ÿстерессине те сÿтсе яврĕç. В. Петров пирĕн хулара çурт-йĕр хуçисен пĕрлешĕвĕсем (ТСЖ) йĕркелесси хуллентерех пынине палăртрĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче Ю. Чернов «Чувашрессовпроф» ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «†çлекенсен прависене хÿтĕлесси – пирĕн тĕп тивĕç, – палăртрĕ Юрий Геннадьевич. –Республикăри предприятисенче ĕç укçине вăхăтра панипе паманнине тĕрĕслесех тăратпăр. Унăн виçи те палăртнă минимумран кая пулмалла мар. Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлекен çынсене 4330 тенкĕрен кая тÿлеме юрамасть».

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика