28 июня 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ – Раççей историйĕнче чи тарăн суран хăварнă кун. Кăçал фашистла Германи пирĕн Тăван Çĕршыв çине тапăнса кĕнĕренпе 67 çул çитрĕ. Унтанпа сахал мар вăхăт шуса иртрĕ пулин те, хаяр вăрçă ахрăмĕ паян та хăйне аса илтерет.
Палăртнă куна Раççей Президенчĕн Указĕпе Асăну тата куляну кунĕ тесе палăртнă. Раççей халăхĕ çеç мар, Гитлер эшкерĕнчен шар курнă ытти нумай-нумай çĕршывсем те паллă тăваççĕ ăна. Сĕнтĕрвăррисем те çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Атăл хĕрринчи урамра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Вăрçă ветеранĕсем, райадминистраци, хулари предприятисемпе организацисен представителĕсем, шкул ачисем пулчĕç кунта.
Хурлăхлă митинга «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политсовечĕн секретарĕ К. Федорова уçрĕ. Ун хыç-çăн район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясников сăмах илчĕ. Вăл митинга пынă вăрçă ветеранĕсене каварлă та вăйлă тăшмана çĕнтерме пултарнăшăн, Раççей халăхне мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. Анатолий Аркадьевич çамрăкрах ăрусене вара çĕнтерÿçĕсен ятне çÿллĕ шайра тытма, Раççей, республика тата район чысне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшма, çанă тавăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Вăрçă ветеранĕсен ячĕпе А.Цветков тухса калаçрĕ. Вăл 67 çул каялла пулса иртнĕ пулăмсем патне каялла таврăнчĕ, вăрçăн малтанхи йывăр кунĕсене аса илчĕ. «Нихăçан та вăрçă ан пултăр, таса та янкăр тÿпере яланах ăшă хĕвел култăр», – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ветеран.
Митинга ертсе пыракан В. Мочалова вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăма чĕнсе каларĕ. Çак самантра ветерансен куçĕсем палăрмаллах шывланчĕç. Çанталăк та пĕр тапхăр ăмăрланнăн туйăнчĕ.
Кăшт вăхăт иртсен палăк çумне хулари организацисемпе предприятисен представителĕсем чĕрĕ чечексем хучĕç.
И. Васильев.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)