Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыçа юлчĕç шкул çулĕсем

28 июня 2008 г.

Сĕнтĕрвăрри хулинчи Культура лапамĕ шкул вĕренсе пĕтерекенсене уяв каçне йыхравларĕ. Кунта районти пур шкулсенчен те тенĕ пекех килсе çитрĕç. Уяв программине Т. Кочетковапа С. Касьянов ертсе пычĕç. Шкул саккипе сывпуллашакансене райадминистраци ятĕнчен район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ю. Челейкин саламларĕ, хастар çамрăксене грамотăсемпе чысларĕ. Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л. Смирнова ылтăн тата кĕмĕл медальсем илме тивĕç пулнисем çинчен калакан хушуна вуласа пачĕ, унтан медалистсене пĕрин хыççăн теприне сцена çине йыхравларĕ.

Уяв каçĕн чи хĕрÿллĕ саманчĕ – балăн королĕпе королевине суйласси пулчĕ. Ташласа, юрласа, сăвă каласа тупăшнă хыççăн çак ятсене Шуршăл шкулне вĕренсе пĕтернĕ А.Тихоновпа А. Салмина çĕнсе илчĕç. Уяв каçĕ уçă сывлăшри дискотекăпа вĕçленчĕ.

Е. ИВАНОВА .

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика