Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене республика пуласлăхĕ кăсăклантарать

28 июня 2008 г.

 

Иртнĕ эрнере райадминистрацин пухусем ирттермелли залĕнче «Çамрăк гварди» юхăм членĕсем пуçтарăнчĕç. Кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Культура, вĕрентÿ, ăслăх, наци тата çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ, «Единая Россия» фракцин председателĕ В. Мидуков та, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ертÿçи Г. Николаева та килсе çитнĕ.

Чи малтанах район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясникова сăмах тиврĕ. Ун хыççăн хăнасем – В. Мидуковпа Г. Николаева, калаçăва малалла тăсрĕç.

Çавăн пекех çак кун «Çамрăк гвардин» регионти çĕнĕ штабне, ревизи комиссине (Сĕнтĕрвăрри хĕрĕ Т. Кочеткова çак йыша кĕчĕ), ертÿçине (Патшалăх Канашĕн чи çамрăк депутатне А. Васильева) суйларĕç.

Кун хыççăн регионти штаб ертÿçи Д. Щепелев мероприятие малалла тăсрĕ. Ытти районсенчен килсе çитнĕ делегатсем тата пирĕн çамрăксем Чăваш Республикине малалла аталантарассин стратегиллĕ планĕ çинчен калаçрĕç.

Çитес вăхăтрах «гвардеецсем» пухăнса районсем хушшинче пĕрремĕш саммет «М-7» ирт-тересси çинчен пĕлтерчĕç хăнасем. Ытти нумай ыйту тавра пычĕ калаçу, Чăваш Республикин, Раççей пуласлăхĕ çамрăксемшĕн, чăнах та, пысăк вырăнта пулнине курма, илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Е. ТИХОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика