Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун пек йывăр вăхăт нихăçан та ан пултăр

07 мая 2021 г.

Вăрçă чарăннăранпа 76 çул çитсе пырать. Эпĕ вăрçă пуçланичченех çуралнăскер çав тапхăрти тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтсене манаймастăп. Пуçри шухăшсене хут çине çырса хăварас килет.

Манăн асаттен аслă пиччĕшĕ Дмитрий Васильевич Василевский пулнă. Вĕсен çемйинче 9 ача ÿснĕ. Çак йышлă çемьере ачаранах ĕçе хăнăхнă вĕсем. Аслă ывăлĕ Дмитрий авлансан лавкка урамĕнче пурăннă. Вăл ашшĕ пулăшнипе ултă кĕтеслĕ пысăках мар пÿрт туса лартнă. Мăшăрĕпе вĕсем пилĕк ача çуратса

ÿстернĕ: Степан, Егор, Анна, Евдокия (Алтать), Петр. Тĕп киле пурăнма, паллах, Петр юлнă. Вăл Мĕшĕл хĕрĕпе, Марьепе, пĕрлешнĕ. Вĕсен вăрçă пуçланиччен икĕ ача çуралнă: Геннадий – 1939 ç., Валентина – 1941 ç.

Петĕре вăрçăна Октябрскинчи çар комиссариатĕнчен илсе кайнă. Вăл ефрейтор пулнă. Паттăр салтак 1942 çулта Смоленск çывăхĕнчи çапăçура пуçне хунă, ăна Темкинск районне кĕрекен Дубно ялĕнче пытарнă.

Килĕнче Гена, Валя тата амăшĕ юлнă, вĕсем малти пÿртĕнче пурăннă. Кайринче вара – эвакуаципе килнĕ çынсем. Хăрушă вăрçă пынă вырăнсенчен хĕрарăмсемпе ачасене хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле куçарнă. Пирĕн ялта та ун пек çынсем пурăнатчĕç. Петр Дмитриевичсен кайри пÿртĕнче Эстонирен куçса килнисем - асламăшĕ, амăшĕ тата хĕрĕ - пурăнатчĕç. Хĕрĕ Ривка ятлăччĕ, вăл чăвашла пĕлместчĕ, эпĕ - вырăсла, çапах та майлашăнса пĕрле выляттăмăр: ĕне çăмĕнчен йăвалса тунă мечĕкпе, вĕтĕ чул катăкĕсемпе, турилкке ванчăкĕсемпе, сикмелле тата ыт.те. Ривкăн асламăшĕ ватăччĕ, килтех ларатчĕ. Амăшĕ вара ял халăхĕпе пĕрле колхоза ĕçлеме çÿретчĕ.

Пирĕн атте те вăрçăра пулнă. Анне тăватă ачапа юлнă. Çавăн пекех пирĕнпе пĕрле аттен шăллĕ тата тăлăха юлнă суккăртарах Евок аппа пурăннă. Аттепе анне пĕрлешнĕ çул çурт лартма çĕр паман, çавăнпа аттепе-анне Евок аппана пăхмалла ун патĕнче пурăнма пуçланă. Евок аппа пирĕншĕн иккĕмĕш анне пек паха пулнă. Анне иртен пуçласа каçчен колхозра ĕçленĕ вăхăтра вăл пире пăхнă. Аслă ачисене те ĕçе илсе кайнă, мĕншĕн тесен çичĕ çынна тăрантармалла пулнă. Тем пек йывăр пулсан та анне ĕне тытма тăрăшнă. Пахчара курăк сахал ÿсетчĕ, çĕрулми ытларах лартнă. Вăрмантан ывăçпа утă пуçтарса килнĕ. Кĕркунне ĕç кунĕ тăрăх колхозран тырă арписем паратĕç. Эвакуаципе килнисене анне хĕрхенсе апат-çимĕçпе пулăшатчĕ. Ун чухне ĕнесем сĕтне нумаях паман. Анне вара пурпĕр майлаштарнă, кăштах чĕре патне пымаллăх çимелли хатĕрленĕ.

Вăрçă чарăнсан Эстонирен килнисем хăйсем пурăннă çĕре каялла куçса кайнă. Уйрăлас умĕн вĕсем аннене тав туса хăйсен какай авăртмалине арманне парса хăварнă. Кайран та унпа эпир те, кÿршĕсем те чылайччен усă курнă.

Халĕ вара сĕтел пушă мар, çимелли темĕн те пур, çавах алла çăкăр тытмассерен çав хăрушă вăхăт, çĕрулми хырса пĕçернĕ çăкăр тата мăян çăкăрĕ куç умне тухаççĕ. Ун пек йывăр вăхăт нихăçан та никам валли те ан пултăр.

Р. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика