07 мая 2021 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çулсеренех Федераллă пухăва тухакан Çырăвĕнче пĕлтернĕ сĕнĕвĕсене алă пусса çирĕплетнĕ тата вĕсене пурнăçламалли вăхăтсене палăртнă. Вăл шутра – «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» социаллă сĕнĕвĕсен пакечĕ.
Документпа килĕшÿллĕн, утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пурнăçра йывăрлăха лекнĕ, пĕчĕк срокра учета тăнă ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан тÿлевсене ÿстереççĕ. Пособи виçи Раççейре йышăннă пурăнмалли чи пĕчĕк виçен çуррийĕ пулĕ.
Çавăн пекех Президент ачасем лагерьсенче каннă путевкăсен хакĕн çуррине тавăрса памалли хушăвне те алă пусса çирĕплетнĕ. Кун пек сĕнÿпе маларах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» тухса калаçнăччĕ. Асăннă мерă çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пурнăçланма пуçлать. Унсăр пуçне çĕршыв ертÿçи туризмра укçана каялла тавăрса памалли программăна 2021 çул вĕçĕччен тăсма хушнă.
Д. ФЕДОРОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)