07 мая 2021 г.
Иртнĕ эрнекун Шуршăлти Культура çуртĕнче «Пурăн ташăпа» ташă искусствин район шайĕнчи фестиваль–конкурсĕ иртрĕ. Кăçал фестивале 11 клуб учрежденийĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи 16 хореографи коллективĕ хутшăнчĕ.
Çак кун Шуршăл клубĕн сцени çинче тĕрлĕ ташă стилĕсем тĕл пулчĕç: халăх ташшисем, стилизациленĕ, классикăлла, эстрада тата хальхи вăхăтри ташăсем. Асăннă номинацисенче хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне 100 ытла хутшăнакан палăртрĕç. Çавăн пекех «Горошинки» вокал ансамблĕ, Светлана Богун, Олег Борцов тата Лидия Комарова солистсем конкурс номерĕсем хушшинче куракансене савăнтарчĕç.
Ташă ăстисене компетентлă жюри хакларĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те дипломсемпе чысларĕç.
Юлашкинчен Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ Владимир Петров ташă кунне хутшăнакансене саламларĕ. Вăл хореографи ушкăнĕсен пултарулăх ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнине, конкурс тухăçлă ĕçленине те палăртрĕ.
Фестивале хутшăнакансем тата йĕркелекенсем Шуршăл ял тăрăхĕн пуçлăхне М. Журавлева, Шуршăл шкулĕн 1-4 класс ертÿçисене тата А.Г. Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексĕн ĕçченĕсене пĕрле ĕçленĕшĕн тата пулăшу панăшăн тав турĕç.
Хастар хутшăннă культура учрежденийĕсене тав тăвас килет. Пурне те çирĕп сывлăх, пысăк хавхалану, çĕнĕ тĕллевсемпе вĕсене пурнăçламалли майсем сунатпăр! Пурăнăр та савăнăр, ташлăр!
Е. ТЕРЕХОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)