30 апреля 2021 г.
Çак эрнере Раççей Правительстви регионсемпе онлайн мелĕпе канашлу ирттернĕ. Унта сывлăх сыхлавĕн пирвайхи пайне модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртсе пынине сÿтсе явнă.
Асăннă программа йĕркипе кăçал Чăваш Енре 54 фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 2 уйрăмне тата 5 тухтăр амбулаторийĕ тăвĕç. Пирĕн районта та ку енĕпе пысăк улшăнусем пулмалла. Кĕçĕн Ăстакасси, Нарат Чакки тата Шанар ялĕсенче çĕнĕ модульлĕ ФАПсем çĕкленмелле.
Çавăн пекех кăçал медицина организацийĕсен 12 уйрăмне тĕпрен юсамалла. Больницăсем валли 145 медицина оборудованийĕ туянĕç. Çу уйăхне кĕриччен пациентсемпе медицина
ĕçченĕсене больницăна çитерме 24 санитари автомобилĕ республикăна çитмелле.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)