Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру валли сывлăх пункчĕ уçăлчĕ

30 апреля 2021 г.

Иртнĕ юнкун Пĕтĕм Раççейри «Хĕрлĕ Хĕрес» обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн сывлăх пункчĕ пирĕн хулара уçăлчĕ. Ăна Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес 154 çул тултарнине халалланă. Пункт Николаев урамĕнчи 54а çуртра вырнаçнă.

Мероприятие Новинскинчи вырăс халăх хорĕ илем кÿчĕ. Пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Прохоров, хула хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин, хăнасем тухса калаçрĕç. Сывлăх пунктне уçнин тĕллевĕ - аслă ăрури çынсене медицинăпа социаллă пулăшу парасси.

Хĕрлĕ хăю касса çурта кĕнĕ хыççăн пĕчĕк экскурси ирттерчĕç. Тивĕçлĕ канури çын е инвалид гражданин сывлăх пункчĕн пулăшăвĕпе усă курма пултарать.

Кунта сывлăха çирĕплетмелли тĕрлĕ процедурăсем, юристпа психолог консультацийĕ, гуманитари пулăшăвĕ илме май пулĕ.

 А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика