Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйсенче ака-суха пуçланнă

30 апреля 2021 г.

Районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем çурхи тырпул культурисене акас ĕçе пуçланă. Пур хуçалăхсенчи трактор-машинасем çураки пуçланиччен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, ĕç-пуçа ăнăçлă ирттерме хатĕр.

«Смак-Агро» тулли мар яваплă хуçалăх уйĕсенче ĕнерхи куна 34 га урпа акнă. Иртен пуçласа каçченех хуçалăх ĕçченĕсем уйра тăрăшаççĕ.

Хатĕрленÿ ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Михаил Тагеев хуçалăхĕ те акана тухнă. Унта 100 гектар çинче урпа тата çавăн чухлех сĕлĕ акнă. М.Тагеев каланă тăрăх, хуçалăхра техника паркĕ юсавлă, сĕрмелли-çунтармалли материал çителĕклĕ, çанталăкĕ кăна ĕçлеме чăрмавсем ан кÿтĕр. Акассипе пĕрлех çĕре удобренипе апатлантарас ĕç те пырать. Пĕр гектар çĕр лаптăкĕ çине 120 кг удобрени кÿреççĕ. Пĕтĕмĕшле хуçалăхăн 1000 га çинче ака ĕçĕсем ирттермелле.

Çанталăк халлĕхе районти ял хуçалăх ĕçĕсене пысăк хăвăртлăхпа ирттерме памасть-ха. Çавах хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене тата нумай çул хушши ÿсекен курăксене апатлантарассипе, уйсене сÿрелессипе ĕçлеççĕ. Унпа пĕрлех çĕрсене культивацилес ĕç пырать.

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика