30 апреля 2021 г.
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинчи Вĕренÿ институтĕнче пулнă, унăн çумĕнче ачасен çул çинчи травматизмне асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен Центра уçнă çĕре хутшăннă.
Ятарлă центра ачасемпе çул çинче пулакан инкексен шутне чакарас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче йышăннă программăна тĕпе хурса хута янă. Çак проектăн уйрăмлăхĕ - «Хăрушсăрлăх лабораторийĕ» мобильлĕ автотÿрем пурри. Микроавтобус та пур, ăна пĕтĕмпех ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Ăна илсе çÿретме те условисене туллин хатĕрлесе çитернĕ. Практика ĕçĕсем валли велосипедсем уйăрнă. Пÿлĕмсенче те, уçă сывлăшра та оборудованисемпе усă курма пулать.
Республика Пуçлăхĕ центрпа тĕплĕн паллашнă хыççăн çапла каланă: «Çак Центр ачасене çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентес ĕç пахалăхне
ÿстерме май парать. Çакăн пек куçса çÿрекен лаборатори илни ачасене вĕсем пурăнакан вырăнтах вĕрентме май парать».
«Хăрушсăрлăх лабораторийĕ» автоплощадкăна чи малтан, çĕртме уйăхĕнче, пирĕн района илсе килме палăртнă. Çĕнĕлĕхсемпе «Шурă чулсем» лагерьти профиль сменине хутшăнакан ачасем вĕренме пултарĕç.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)