23 апреля 2021 г.
Пирĕн районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери историпе культура палăкĕсене тимлемелли куна хутшăнчĕç.
Ака уйăхĕн 17-25-мĕ-шĕсенче Раççейри пур федераллă округра та Пĕтĕм тĕнчери исторпе культура палăкĕсене тимлемелли кун иртет. Çак кунсенче асăннă акцине хутшăнас тĕллевпе кирек кам та субботнике тухма пултарнă.
Историпе культура ет-керне сыхлассине, тимлĕ упрассине халăхра сарас тĕллевпе пирĕн районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те акцие хутшăнчĕç. Вĕсем Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче пуçне хунă ентешсене халалласа лартнă палăк таврашĕнче субботник ирттерчĕç: çÿп-çапа, типĕ çулçăсене пуçтарчĕç, палăка тата ун патне пыракан çула тасатса тирпейлерĕç.
Çакăн пек субботниксен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ырă ĕç туса эпир хамăрăн асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăхне сума сунине, яланлăхах асра тытнине çирĕплететпĕр. Вăрçă çулĕсем инçерех те инçерех юлаççĕ, палăксем вара, паттăрлăх историне упракансем, паянхи тата пулас ăрăва иртнĕ пулăмсем çинчен аса илтереççĕ. Халăхăмăрăн астăвăмĕ çирĕп, вăл нихăçан та иксĕлмĕ.
В. ГРАБАС.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)