23 апреля 2021 г.
Чăваш Республикин Правительство Çуртĕнче террора хирĕç кĕрешекен комисси тата Чăваш Республикинчи оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларура террора хирĕçле хÿтĕлеве тивĕçтермелли тытăма лайăхлатма пулăшакан хушма мерăсем йышăннă. Çавăн пекех çу тата çĕртме уйăхĕнче иртекен пĕлтерĕшлĕ обществăпа политика, культура тата спорт мероприятийĕсене ирттерме хатĕрленессине те тимлĕх уйăрнă.
Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешекен комисси председателĕ, Олег Николаев тата Чăваш Республикинче оперативлă штаб ертÿçи, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Федерацин хăрушсăрлăх службин Управленийĕн пуçлăхĕ Альберт Савинцев ирттерчĕç.
Ыйтусене пăхса тухнă май топливăпа энергетика комплексĕн, спорт тата кану вырăнĕсен объекчĕсен хăрушсăрлăхĕпе террор хÿтĕлевне тивĕçтересси çине уйрăмах тимлĕх уйăрчĕç.
Чăваш Ен Вĕренÿ Министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта республикăра ачасемпе вĕсен сывлăхне çирĕплетекен 318 ытла организаци, çав шутра хула тулашĕнчи 14 лагерь уçма палăртнă.
«Ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли пĕтĕм организацинче сигнализаци кнопкисем тата видеосăнав системисем йĕркеленĕ. Хурал предприятийĕсемпе килĕшÿ тунă. Тĕрĕслевпе пропуск режимне тытса пырассине йĕркеленĕ, право сыхлавĕн органĕсемпе васкавлă çыхăну тытăмĕ ĕçлет. Ăнлантару тата профилактика ĕçне организацисен ĕçченĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ», – пĕлтернĕ Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешекен комисси аппарачĕн ертÿçи Евгений Терешин.
ЧРПА пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)