Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – социаллă ыйтусем

23 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне 17-мĕш хут Çырупа тухрĕ. Ăна уйрăмах шалти ыйтусене халалланă: сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика тата экономика.

Социаллă пурнăçпа çыхăннă ыйтусем анлăрах пулчĕç. Çырура панă сĕнÿсем демографи, çемьесене пулăшу парасси, чухăнлăхпа кĕрешесси тата граждансен тупăшне ÿстересси, ĕç вырăнĕсем тăвасси, предпринимательлĕхе аталантарасси тата ытти енсене пырса тиврĕç. Президент çакна палăртрĕ: чи кирли - çынсен тупăшне ÿстересси, ăна малашне хăпарса пыма майсем туса парасси, чухăнлăхпа кĕрешессинче палăрмалла улшăнусем тăвасси. Ку енĕпе иртнĕ çулхи йышăнусем пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа хăшĕсене малалла тăсма, çĕннисене палăртма сĕнчĕ.

Шкулта вĕренекен тата пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасем пур çемьесене кăçал та, çурла уйăхĕнче, пĕр хут вуншар пин тенкĕ парĕç. Пĕрремĕш класа каякансем валли çак пулăшăва килес çулсене те тăсма планлаççĕ. Иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçламăш классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Çак мерă та çемьесемшĕн пулăшу, хăйне евĕр çăмăллăх.

Ашшĕ е амăшĕ 8-16 çулхи ачисене пĕччен ÿстерекен çемьесене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5650 тенкĕ парса пулăшĕç. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха лекнĕ ача кĕтекен хĕрарăмсене те тÿлев пăхса хума сĕнчĕ Владимр Владимирович. Вăл 6350 тенкĕ пулĕ. Амăшĕн капиталĕн программине анлăлатнине тата 2026 çулччен тăснине те аса илтерчĕ. Ăна халĕ пĕрремĕш ача çуралсанах параççĕ.

Çĕршыв Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче коронавирус тата сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă темăсене те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Халăха упрасси - малти вырăнта, çавăнпа çынсен шучĕ çирĕппĕн ÿсекен шая тухма кирли, 2030 çул тĕлне Раççейре вăтам пурнăç тăршшĕ 78 çул пулмалли çинчен каларĕ. Сыхăлăха çухатмалла мар. Хамăра тата çывăх çынсене упрамалине, тухтăрсемпе социаллă службăсен сĕнĕвĕсене тытса пымаллине каларĕ. Тĕп вырăнта вакцинаци пулнине палăртрĕ.

Чирлĕ çынсем сывлăхне санаторисемпе курортсенче çирĕплетме май пултарччăр тесе çăмăллăх паракан программăна çак çул вĕçĕччен тăсĕç. Унпа килĕшÿллĕн, Раççейре каннă е курса çÿренĕ гражданина тăкакăн 20 процентне тавăрса парĕç.

Сывлăхăн тĕрекĕ ачаранах çирĕпленме пуçлать, çавăнпа ачасен сывлăхне те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Кăçал çуллахи лагерьсенче каннă ачасене путевка хакĕн çуррине тавăрса пама сĕнчĕ.

Çавăн пекех олимпиадăсенче, волонтер тата пултарулăх пуçарулăхĕсенче, проектсенче хутшăннă çамрăксене хавхалантармалла. Ун пек каччăсемпе хĕрсем валли турист путевкисен пĕр пайне саплаштарма май паракан программа канмалли тапхăрта та, каникулсенче те ĕçлет. Халиччен кун пек йышăну туман.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлевсĕр вĕренмелли 45 пин çĕнĕ вырăн тăвĕç, 75 процентне регионсене ярĕç. Пур патшалăх аслă вĕренÿ заведенийĕсем те лабораторисемпе технопарксем тума 100 миллион тенкĕлĕх грант илме тăрăшмалла.

Ялсенчи, пĕчĕк историллĕ хуласенчи Культура çурчĕ-сене, библиотекăсене, музейсене çĕнетме çитес виçĕ çул хушшинче хушма 24 млрд тенкĕ уйăрмалла.

Регионсене аталантарма та хушма пулăшусем пулĕç.

 Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика