Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ Диктанчĕ – тăватçĕр вырăнта

23 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпех патриотла «Çĕнтерÿ Диктанчĕ» акци иртĕ«Пĕрлĕхлĕ Раççей» ăна Раççейĕн истори обществипе, Раççейĕн çарпа истори обществипе, «Çĕнтерÿ Волонтерĕсем» юхăмпа, Раççей ветеранĕсен Союзĕпе пĕрле ирттерет. Пĕлтĕр Диктанта миллион ытла çын çырнă, акцие 76 ытла çĕршыв хутшăннă.

Кăçал 12 пин площадка ĕçлĕ, вĕсенчен 400-е яхăн - Чăваш Енре, унта акцие 15 пине яхăн çын хутшăнĕ. Малтанхи пекех, площадкăсене оборона министерстви, Раççей гвардийĕ, шалти ĕçсен министерстви, синкерлĕ лару-тăру ĕçĕсен министерстви, Раççей Атомĕ тата Раççей Космосĕ министерствисем йĕркелеççĕ. Чикĕ леш енчи площадкăсем Раççей ĕçченĕсемпе пĕр юхăма пĕрлешĕç.

Республикăра Çĕнтерÿ Диктанчĕн тĕп вырăнĕ, пĕл- тĕрхи пекех, Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ пулса тăрĕ. Акци республикăн ытти аслă пĕлÿ-пе тивĕçтерекен вĕренÿ учрежденийĕсенче те иртет: педагогика тата аграри университечĕсенче, коопераци институтĕнче, гуманитарипе экономика университечĕн филиалĕсенче, халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнче, çул-йĕр техника университечĕн республикăри вĕренÿ институтĕнче, культурăпа искусствăсен институтĕнче.

Диктанта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче - хупă режимра - унта вĕренекенсемпе педагогсем кăна хутшăнĕç. Федераци медицина центрĕнче диктанта врачсемпе пациентсем çырĕç. Вĕсен çумне медицина учрежденийĕнчи практикăри студентсем те хутшăнĕç.

- Эпир акцие хутшăнма шут тытрăмăр, мĕншĕн тесен пирĕн пата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен нумай çын килет, – тет центрăн тĕп врачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Николай Николаев. – Кунта çамрăк çынсем те, аслисем те пур. Эпĕ çапла шутлатăп, уçă площадкăсенче – Наци музейĕнче, Чăваш Ен Наци библиотекинче, хула тата ял библиотекисенче, нумай функциллĕ культура центрĕсенче - Çĕнтерÿ Диктантне çырас текенсенчен кашниех хутшăнма пултарĕ.

Республикăра пурăна-кансемшĕн пурĕ 67 площадка, вĕсенчен 16-шĕ Шупашкарта, уçă.

Хăвăра валли çывăхарах вырăна акци сайтĕнче суйласа илме пулать. Кунта вара Çĕнтерÿ Диктантне онлайн-режимра çырма пулать.

Диктанта хутшăнакансен çарпа истори темипе пĕтĕмĕшле 20 ыйту çине тата регионти темăпа çыхăннă пилĕк ыйту çине хурав парса 25 задание пурнăçламалла. Ыйтусен пĕр пайĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш çулĕсенчи хăрушă та тискер пулăмсемпе, малтанхи çĕнтерÿсемпе, çавăн пекех аслă çарпуçсен паттăрлăхĕпе çыхăннă.

- Эпир республикăра пурăнакансене пурне те Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕ-сенче хастарлăхпа ĕçлĕ паттăрлăх кăтартнă асаттесемпе мăн асаттесене асăнма чĕнетпĕр, – тет «Историллĕ Асăну» проектăн регионти координаторĕ Андрей Александров, Чăваш патшалăх универси-течĕн ректорĕ. – «Çĕнтерÿ Диктанчĕ» иртнĕ вăхăтра ветерансене, тыл ĕçченĕсене – пирĕн хак-лă хăнасене - Аслă Çĕнтерÿшĕн тав тăвас тетпĕр.

Акцин яланхилле хавхалантараканĕ, Раççей Федерацин Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та çак акци, паллах, пĕтĕм планета çинчи çынсен чĕрисенче хурав тупнине палăртать.

- Раççейпе пĕрле Çĕнтерÿ Диктантне 76 çĕршывра çыраççĕ. Ку пирĕн асаттесен виçесĕр Паттăрлăхне пĕтĕм тĕнчипе хисепленине пĕлтерет. Пирĕн пурин те çĕнтерÿçĕсене асра тытмалла. Пирĕн паттăрсемшĕн, хамăр çĕршывăн истори тĕрĕслĕхĕшĕн пурне те Çĕнтерÿ Диктантне хутшăнма чĕнетĕп. Хăвăр хутшăнăр та çывăх çыннăрсене илсе килĕр. Диктанта кашни пĕрле çырăпăр.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Диктант çырмалли вырăн – районти тĕп библиотека.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика