Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕнерпуçĕнчи медсестра

23 апреля 2021 г.

Лидия Сергеевна КОРМИЛЬЦЕВА 1927 çулта Шĕнерпуç ялĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен хура-шур мĕнне лайăх ăнланнă. Пурнăçра чи хăрушши чир пулни çинчен хăй тĕллĕн шухăшланă.

Лидăн тавракурăм вăйĕ ачаранах аталаннă. Колхоз ĕçченĕсемпе юнашар вăл вĕренсе тухнă специалистсене асăрханă. Уйрăмах ăна шурă косынкăллă, шур халатлă фельдшер кăмăла кайнă. Çак сăпайлă хĕрарăм Лидăна прививка тусан, хăй çав вăхăтрах унпа ыррăн шăкăлтатсан, вăл чылайччен ун асĕнчен тухман. «Эпĕ те медсестра пулатăпах», - çутă ĕмĕтпе çунатланнă хĕрача.

1941 çулта Лидия Кормильцева 7 класс пĕтерет те малалла вĕренме Улатăра тухса каять. Медсестрасен шкулĕн-че экзаменсене ăнăçлă тытать, студентка пулса тăрать. Анчах та вăрçă вăхăчĕ канăç памасть хĕрсене: пур çĕрте те ун çинчен кăна калаçаççĕ. Акă, фашист Мускав патне çитме пуçланă. СССР сыхлав комитечĕ Чăваш çĕрĕ çинче те окоп чавма пуçламалли çинчен пĕлтерет. Улатăрти пулас медсестрасене те Сăр шывĕ айккинче çĕр чавмалли çинчен пĕлтереççĕ. Хĕрсем кĕреçесем илсе тухаççĕ те пĕтĕм халăхпа пĕрле хĕрÿ ĕçе тытăнаççĕ.

Лидия амăшĕ патне çыру çырса хăй çинчен пĕр-ик сăмахпа пĕлтернĕ. Амăшĕ ялта аслă хĕрĕсене çапла каланă: «Начарккаскер, çил вĕрсенех тÿнет пуль. Епле пăрлă çĕре çавăрса хурĕши?».

Хĕрĕ чăнах та 40 кг çеç пулнă. Анчах Лидия ăна-кăна пăхмасăр ыттисемпе танах ĕçленĕ, Сăр хÿтĕлев чиккине туса çитерме пулăшнă. «Нимĕçсене çĕнтермеллех! Ман медсестра пулмаллах!» текен шухăш ытла та вăйлă пулнă ĕнтĕ.

Медсестрасен курсне пĕтерсен Лидия Сергеевна Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчи больницăра вăй хунă. Кунти ял ĕçченĕпе Давид Григорьевич Григорьевпа мăшăрланнă. Владимир ывăлне тĕрĕс пăхса çитĕнтернĕ, вăл амăшĕ пекех врач пулса тăнă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле Владимир Давыдович Григорьев ача-пăча тухтăрĕ çинчен Çĕнĕ Шупашкарта пĕлмен çын пулман. Ырă йĕр хăварнă Владимир Давыдович хăй çинчен çамрăк та илемлĕ хулара. Унта пурăнакансем ăна ырăпа кăна асăнаççĕ.

 

О. ШĔНЕРПИ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика