Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ халăхсене пĕрлештерет

17 апреля 2021 г.

Тутарсен наципе культура автономийĕ тĕрĕк культурине юратакансене «Урмай залида» çулленхи фестиваль-конкурса хутшăнма чĕнет. Ăна никĕс-лекенĕ тата пĕрремĕш ертÿçи Ферит Гибатдинов пулса тăрать.

Мероприятие хутшăнакансен географийĕ анлă. Пушкăртстан, Тутарстан, Мари Эл, Чăваш Ен, Кабардин-Балкар, Çурçĕр Осети, Якути, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсен юрлаканĕ-сем халăх пултарулăхне онлайн майпа, тăван хуларан тухса каймасăрах, кăтартса парĕç. Фестиваль тĕрлĕ наци çыннисемшĕн пултарулăх площадки пулса тăчĕ. «URMAI-ZALIDA» уявăн тĕп тĕллевĕ - пултарулăх коллективĕсене, уйрăм юрлакансене пулăшу парасси, этнохореографие, вокала, тĕрĕк тата ытти халăхсен пултарулăхне пĕрлештересси, лайăхлатасси. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать асăннă конкурс. Финалистсем çу уйăхĕн 28-29-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Урмаелти культура çуртĕнче гала-концерта хутшăнĕç.

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика