17 апреля 2021 г.
Пурнăç малашлăха пысăк утăмсем тăвать. Компьютерпа кĕсье телефонĕ вара пурне те хăйсен серепине «çаклатрĕç» темелле. Вĕсемсĕр паян алă-ура «çыхланать». Çавна май кĕнеке вулакансен йышĕ те палăрмаллах чакни куçкĕрет, уйрăмах çамрăксене палăртмалла. Библиотека ĕçченĕсем вара çак пулăма йĕркелесе ярассишĕн кунсерен тăрăшаççĕ.
Кĕнекене халăха çывăхрах тăвас, вулава ÿстерес, чăваш кĕнекисене анлăрах сарас тĕллевпе Наци библиотеки çулсеренех «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет. Кăçал вара 2018-2019 çулсенче пичетленсе тухнă чăвашла кĕнекесене конкурса тăратнă. Çынсем хăш кĕнекене ытларах вуланине палăртĕç.
Çак конкурс йĕркипе пирĕн районти библиотекăсем те чăваш авторĕсен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ, аслисемпе те, ачасемпе те тĕлпулусем ирттернĕ. Сăмахран, Шĕнерпуçĕнче Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана…», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Ангелина Павловскаян «Караслă пыл», Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм» кĕнекисене ытларах ыйтаççĕ иккен.
Ăстакассисем те Улькка Элменĕн «Упраймарăм сана» кĕнекине куç хывнă. Çавăн пекех классикăллă «Нарспи» те вĕсемшĕн питĕ çывăх. Урхас Кăшкăри библиотекăра Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕпе паллашнă, Ангелина Павловскаян «Караслă пыл» кĕнекине сÿтсе явнă.
Ача-пăча литератури те конкурса хутшăнать. Çамрăк вулакансем те юратнă кĕнекисем çинчен пĕлтерĕç.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)