17 апреля 2021 г.
Виçĕмкун Чăваш Республикин конкурентлă политикипе тата тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Вăл район пуçлăхĕ пе Владимир Петровпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Мустаевпа, пай пуçлăхĕ-семпе, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен представителĕсемпе, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Ăшăпа тата шывпа тивĕçтерекен сферăра хаксене йĕркелессине, котельнăйсем малашне тухăçлă ĕçлеччĕр тесе ăшша çухатассин шайне çирĕплетессине тата ыттине сÿтсе яврĕç.
Надежда Владимировна муниципалитета Чăваш Республикин конкурентлă политикипе тата тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх служби ирттерекен вебинарсене ытларах хутшăнмаллине палăртнă. «Вебинар вăхăтĕнче специалистсем ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен представителĕсен кирек мĕнле ыйтăвĕсем çине те хурав параççĕ», - тенĕ вăл.
Пĕрлехи калаçу хыççăн Надежда Кабанова тата Владимир Мустаев Шуршăл ял хутлăхĕнчи пурăнмалли çуртпа коммуналлă хуçалăха çитсе курчĕç. Шел те, паянхи куна çак организаци тухăçлă ĕçлеймест. Çавна май район администрацийĕ модульлĕ котельнăйсем тăвас ыйтăва пăхса тухма йышăннă.
А. МАКСИМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)