Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян ял хуçалăх ярмăркки уçăлнă

17 апреля 2021 г.

Çулсеренех çуркунне тĕп хулара ял хуçалăх продукцийĕн ярмăркки иртет. Ăна вырăнти тавар туса кăларакансене аталанма пулăшас, халăха пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕпе тата вăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ирттереççĕ.

Кăçал вăл ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçланать те çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченех пырать. Çак тапхăрта ятарласа хатĕрленĕ суту-илÿ лапамĕсенче харпăр хушма хуçалăхсем те хăйсем туса илекен тавара сутма пултараççĕ. Суту-илÿ вырăнĕсем тÿлевсĕр пулаççĕ. Ярмăрккăра çак продукцие сутма май пулĕ: çимелли çĕрулми тата лартмал-ли вăрлăх, пахча-çимĕç, культурăллă ÿсентăрансен вăрлăхĕсем, тымарĕсем, хунавĕсем, аш-какайпа сĕт-çу продукцийĕ тата ытти те.

Ярмăрккăсем çак вырăнсенче иртеççĕ: «Николаевский» тата «Кăнтăр-Хĕвеланăç» суту-илÿ комплексĕсенче, «Дар» , «ТРИ-групп» тулли мар яваплă обществăсенче.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика