Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртни пурнăçа кĕрет

17 апреля 2021 г.

Пирĕн районта пурăнакансене кÿршĕре вырнаçнă Куславкка хулине е пĕр-пĕр яла таврари çулпа çитме çав тери инçе тата тăкаклă. Çавăнпах ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче тÿррен çул тунă. Халĕ вăл юрăхсăра тухни çынсене пăшăрхантарать.

Пухусем вăхăтĕнче ку канăç паман ыйтăва пĕрре мар çĕкленĕ, юлашки вăхăтра та вăл чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Пирĕн районти «Атăл - Сĕнтĕрвăрри –Октябрьски - Куславкка» автомобиль çулне 1970 çултах тунă, тĕпрен пĕрре те юсаман. 1991 çулта виçĕ çухрăмлă пĕр сыпăка, 2005-2009 çулсенче сакăр çухрăмлă тепĕр сыпăка юсаса çĕнетнĕ. Асăннă çулăн 22 проценчĕ нормăна тивĕçтермест. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх пухăвĕсенчи çивĕч ыйтусен шутĕнче вăл. Район ертÿлĕхĕ халăх ыйтăвне айккине сирсе хуман, кирлĕ йышăнусем тунă. Телее, лав вырăнтан тапраннă. Пĕлтĕр «Хăрушсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕн йĕркипе ăна тĕпрен юсама тытăннă, 3 çухрăм ытла лаптăка йĕркене кĕртнĕ. Çанталăк лайăхлансан ĕçе «Воддорстрой» организаци малалла тăсĕ. Ăна пурнăçлама кăçалхи çула 52 миллион тенкĕ пăхса хунă.

Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр çухрăм ытла тăсăлакан çул лаптăкне виçĕ çул хуш-шинче юсама палăртнă, 2022 çулта вĕçлемелле. Çула тĕпрен юсама пурĕ 404 миллион тенкĕ тăкакланĕ.

 Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика