Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек куçа курµнмасть

17 апреля 2021 г.

Хăрушă та тискер вăрçă... Мĕн чухлĕ çын пурнăçне татнă вăл! Нумайăшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Тылрисене те çăмăл пулман, вĕсене сивĕпе йывăрлăх, выçлăх пайтах асаплантарнă, хăшĕ инкеке лексе çамрăклах пурнăçран уйрăлнă.

Çак уйăх пуçламăшĕнче эпĕ хамăра вĕрентнĕ Анатолий Васильевич Васильева курма юриех Мускава кайса килтĕм. Кĕçех, çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, вăл 91 çул тултарать. Çулĕсене кура мар вăл ăслă-тăнлă, калаçма юратать, пурне те астăвать, историпе, географипе тата ыттипе те интересленет. Унпа калаçсан вăхăт иртни те сисĕнмест.

Анатолий Васильев - Шĕнерпуçĕнчи вăтам шкулăн чаплă учителĕ, ялти чи хисеплĕ çын, нумай енлĕ ăстаçă. Унпа пирĕн ял-йыш çеç мар, таврари 15 ял çыннисем те пĕр шухăшлă пулнă. Ахальтен мар вĕсем: «Анатолий Васильевич пулсан, ачасем çын пулаççĕ», - тенĕ.

Чылай калаçса лартăмăр кăвак çÿçлĕ, кукăрăлма пуçланă ентешĕмпе. Окоп чавакансен темине те хускатса илтĕмĕр. Анатолий Васильевич тÿрех ачалăхне аса илчĕ. Вăрçă тухнă çул вăл 11 çулти ача пулнă, çапах та урамра выляса-кулма тÿр килмен ăна. Вăл ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле уй-хирте пиçĕхнĕ. Çавăн чух аслисенчен илтнине мана каласа пачĕ. Инкек кĕпе аркинчен те çывăх теççĕ халăхра, пĕр çамрăк хĕр патне те систермесĕр çитнĕ вăл. Хĕл пуçламăшĕнче кун самаях кĕскелет, час тĕттĕмленме пуçлать. Ĕç вăхăтĕнче траншейăна анма шутланă хĕр тавраран çÿрес мар тенĕ пуль, тÿртен сикме шутланă. Вăл васкавлă сикнĕ, анчах сиссе ĕлкĕреймен - тăратса янă лом çине тăрăннă. Сивĕ тимĕр хĕр витĕр шăтарса тухнă. Юнашар ĕçлекенсем пурте ăна хупăрласа илнĕ, анчах нимĕнпе те пулăшма пултарайман: хĕр йăнăшса илнĕ те вилсе кайнă.

Мĕн кăна кăтартман ĕнтĕ вăрçă. Вăл çитмен вырăнсенче те унăн синкерлĕхĕ йĕрленнĕ. Çамрăк хĕр, çав кун инкек куçран пăхман пулсан, окоп чавнă чухнехи хĕн-асапа ыттисемпе пĕрле çĕнтерме хал çитеретчех ĕнтĕ.

О. ШĔНЕРПИ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика