10 апреля 2021 г.
Орхидейăсем çине пăхсан тунсăх иртет тенине вуларăм Интернетра. Чăн та, чечекĕсем хăйне май питĕ илемлĕ. Анчах вĕсем питĕ черчен те ачаш. Лавккаран илсе килсен нумай та лармасть хăшĕ-пĕри. Шупашкарти пĕр лавккара вĕтĕ нăрă тапăннăран вĕсем хавшаса типме пуçланă. Çакна лаборатори тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ. Анăç (Калифорни) чечек трипсĕ текен сăтăрçă фиалкăсене те тапăнма ĕлкĕрнĕ иккен.
Россельхознадзор специалисчĕсем тĕрĕслев ирттернĕ. Мускавран илсе килнĕ 68 чечек чÿлмекне тĕпченĕ, çирĕмĕшне трипс иленни палăрнă. Çак нăрă çеçкесене кĕске вăхăтрах тĕп тăвать: чечекĕн папкисем часах татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Вăл ытти ÿсентăрана та тиркемест, вĕсен сĕткенĕ-пе пурăнма пултарать.
Çав тери вĕтĕ пулин те, пахча-çимĕç тухăçне палăрмаллах чакарать çак сăтăрçă. Трипс - хăрушă вирус чирĕсене саракан, пысăк сиен кÿме пултаракан сăтăрçă. Вăл пирĕн тăрăха чечекпе кăна мар, пахча çимĕçпе те килме пултарать. Çавăнпа ютран продукци илсе килни çинчен Россельхознадзора пĕлтермелле: тĕрĕслевре «кĕтмен хăнасене» тупса палăртĕç.
Туяннă чечеке малтан уйрăммăн тытсан аван: чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечексем çине куçасран. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. Вĕтĕ, 1-2 миллиметр тăршшĕ, нăрă асăрхасан çулçăна, чечеке çунтарса янинчен ырри çук.
Н. ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)