10 апреля 2021 г.
Иртнĕ юнкун районти тĕп больницăра тĕп врачăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анастасия Белова фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçченĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унта районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Павел Гаврилов, район администрацийĕн ĕçе йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕ Любовь Хлебнова, Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Иванов та хутшăннă.
Чи малтанах медицина ĕçченĕсем халăха коронавирус инфекцийĕнчен прививка тăвассине, ялсенче пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине тата ытти ыйтăва пăхса тухнă.
Район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле фельдшерсем хăйсен ĕçĕнче кунсерен тĕл пулакан проблемăсене сÿтсе явнă. ФАПсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, территорине тирпей-илем кĕртесси, çамрăк специалистсем çитменни тата ытти ыйтусене хускатнă.
Ларура пухăннисене ырă хыпар та пĕлтерчĕç. Кăçал «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе пирĕн районта виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă. Вĕсем Кĕçĕн Ăстакассинче, Нарат Чаккинче тата Шанарпуçĕнче пулĕç.
Павел Гаврилов депутат медицина ĕçченĕсене халăх сывлăхĕшĕн, уйрăмах коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче, ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă, май килнĕ таран пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ.
Алексей Иванов вара терроризмла пулăмпа çыхăннă хыпара илтсен ĕç коллективĕн мĕн тумаллине аса илтернĕ. Çавăн пекех мошенниксем телефонпа улталаса преступлени тăвассинчен, ултавçăсен серепине лекесрен асăрхаттарас тата сирес тĕллевпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. Пухăннисене палламан çынсемпе телефонпа е Интернетпа калаçнă чухне тимлĕрех пулма сĕннĕ.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)