Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ ăстин пысăк çитĕнĕвĕ

03 апреля 2021 г.

Тĕрĕ – илем, шухăш-кăмăл çÿпçи, ăс-хакăл пуянлăхĕ, асамлăх. Амăшĕсем хĕрĕсене, асламăш-кукамăшсем мăнукĕсене çак алă ăсталăхне вĕрентсе хăварма тăрăшнă. Çавна май авалхи чăваш тĕррин тĕслĕхĕсем ламран лама куçса паянхи ăру патне те çитнĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мăнаçланатпăр.

Тĕрĕсене, тĕрлес ăсталăха вĕрентес, упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттереççĕ.Сăмахран, нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» республика шайĕнчи конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнчи алă ăстисем пуçтарăннă, хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Вĕсен хушшинче пирĕн районти Уплерте пурăнакан Альбина Борцова та пур. Вăл хăйĕн ĕçĕсене курава тăратнă, пилĕк сехет хушши тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Альбина Вячеславовна тĕрлекенсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Çак ăсталăха камран вĕреннине Альбина Вячеславовнăран ыйтса пĕлтĕмĕр. Амăшĕпе шкулта вĕрентекенсем ăна пуçламăш классенчех хĕресле тĕрлеме вĕрентнĕ иккен. Çавăнтан вара тĕрлес ĕмĕт унран пĕрре те хăпман. Телее, хулара пурăннă чухне пĕлтерÿ курать хĕрарăм, çакă унăн канăç паман шухăшне пурнăçа кĕртме пулăшать. Вăл Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Жачева патне çÿреме пуçлать. Халăх ăстинчен вĕренни, чăн та ĕнтĕ, куçкĕрет. Ахальтен мар вăл çирĕм ултă пултаруллă хĕрарăм хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă.

«Ял клубне юсанă хыççăн хаваслă самантра уçнă кун ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Унта кам мĕн тума пултарать, çав япаласене илсе пынă. Эпĕ те хамăн тĕрĕсене унта илсе кайнăччĕ. Ял халăхĕ ман ĕçсемпе çавăнта паллашрĕ. Республикăри конкурса хутшăнма мана клуб заведующийĕ Мая Иванова, манăн тĕрĕсене курнăскер, сĕнчĕ. Хутшăннăшăн кăмăллă эпĕ. Маншăн ытти ăстасен ĕçĕсемпе паллашни паха пулчĕ. Эп ăсталанă ĕçсене пысăк хак пани те савăнтарчĕ, çĕнĕ япаласем тĕрлеме хавхалантарчĕ», - пĕлтерчĕ хăй çинчен Альбина Вячеславовна.

Чунĕпе те, ĕçĕпе те илемлĕ çын ыттисене те савăнăç, телей парнелессе эпир пĕрре те иккĕ-ленместпĕр. Альбина Вячеславовна, сирĕн ăста алăрсем малашне те чунри илеме тĕрре хывччăр!

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика