Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăкпа истори палăкĕ пултăр

03 апреля 2021 г.

Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн чи лайăх туссем тесе калатпăр. Çакна асра тытса тăнă яланах. Вĕсем – сывлăх управçисем. 1980 çулсенче, водопроводсем пулман чухне, шыв ăсма çырмасенче юхса тухакан çăлсем патне çÿренĕ. Унти шыв питĕ сиплĕ. Пирĕн асаттесемпе-асаннесем, аттесемпе-аннесем çулсеренех çăва тухсан çăлсене тасатса тăнă.

Эпĕ ĕнтĕ чылай çулхи ватă çын, вăрçă ачи, Хуракассинчи Тутаркасси урам вĕçĕнчи çырмари çăл шывне ĕçсе ÿснĕ. Асăннă урамри арçынсем пуçтарăнса малтанхи йывăçран пураласа тунă çăла тасатса тăнă. Каярах бетонран тунă ункăсемпе усă курнă. Кашни çулах шыва витрепе тăксах тасататчĕç. Çăл кулатине те, валашкисене те симĕсленсе кайма паман. Хальхи вăхăтра насуссемпе те усă курма пулать.

Урам депутачĕпе Венера Кураковăпа тата Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Рена Кольцовăпа çак ĕçе туса ирттерес ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Урамри арçынсем те хирĕç мар ăна пурнăçлама. Вĕсем хăйсем те çак çăл шывнех ĕçсе ÿснĕ-çке.

Хуракасси ялĕ пуçланса пысăкланса пынă май çак урамра нумай тутар çемйисем пурăннă. Çавăнпах ăна «Тутаркасси урамĕ», çăлне - «Тутаркасси çăлĕ» тенĕ.

Хальхи вăхăтра, водопроводсем ĕçленĕ чух, çăлсем çинчен ытлах шуламастпăр çав. Шыв пăрăхĕсем те вăхăт иртнĕ çемĕн кивелеççĕ, хăшпĕр çĕртре шăтса та каяççĕ. Шыв пăрăхĕсене юсанă вăхăтра та шывсăр пурăнма май çук-çке. Пĕрре çеç мар Тутар çăлне шыв патне кайма тÿр килнĕ. Апла пулсан кирлех вăл, тасатсах тăрсан шыв юхма чарăнмасть. Çăлкуçсене упрамалла, ачасене те ăруран-ăрăва тасатса тăма вĕрентмелле. Çынсем çăва çине кайнă чухне те çак çăл шывне илсе кайма тăрăшаççĕ. Çак урамра ÿснĕ, каярах куçса кайнă çынсем кунта килсен те çав çăл патне çитсе кураççĕ.

Тутар çăлĕ – сиплĕ çăл, ăна упрар, вăл çутçанталăк тата истори палăкĕ пултăр.

 

Р. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика