Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвна шанатăн-и. Малалла!

03 апреля 2021 г.

Пурте суйлав кандидачĕ пулма пултараççĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕччен, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕччен, инçе-ха. Анчах политика партийĕсем хăйсен суйлав кампанийĕсене пуçланă та ĕнтĕ. Чи пĕрремĕш «Пĕрлĕхлĕ Раççей» малтанхи сасăлав тапранни çинчен пĕлтерсе старта тухрĕ. Кандидат пулса хутшăнас текенсен заявленийĕсене пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Чăваш Енре чи малтан ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев тата партин регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова документсем пачĕç.

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» СĔНЕТ - ÇЫНСЕМ СУЙЛАÇÇĔ

Мĕн вăл - малтанхи сасăлав? Тата вăл мĕн тума кирлĕ?

Малтанхи сасăлав вăхăтĕнче суйлавçăсем вăл е ку партирен кама кандидатра курас килет - çавăншăн сасăлаççĕ. Тĕрĕссипе, ку тулли пĕлте- рĕшлĕ суйлав кампанийĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, ун вăхăтĕнче кандидат пулас текен çынсем хăйсем пирки каласа кăтартаççĕ, хăйсен программипе паллаштараççĕ, агитаци йĕркелеççĕ. Анчах тĕнчере (çак шутра Америкăра та) çакăн евĕрлĕ сасăлавсене парти членĕсен хушшинче ирттереççĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» вара уççăнлăха суйласа илнĕ, пулас кандидата суйлав прави пур граждансем палăртаççĕ.

- «Пĕрлĕхлĕ Раççей» малтанхи сасăлава уçăмлăх тата конкурентлăх çинче никĕсленсе, парти членĕсен хушшинче кăна мар, пĕтĕм халăхпа сÿ-тсе явса йĕркелет, - тет партин регион уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Николай Владимиров.- Кашниех - парти ретĕнче тăрать-и вăл е çук - политикăра хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма тата хăйĕн кандидатурине тăратма пултарать. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли - профессионалсен командине йĕркелесси, йыша хастар тата мал ĕмĕтлĕ çĕнĕ çынсене, волонтерсене кĕме майсем туса парасси.

Хальлĕхе Раççейри мĕн пур политика партийĕнчен малтанхи сасăлава «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кăна ирттерет. Кунсăр пуçне вăл кирек хăш шайри суйлавшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа парти çынсене тивĕçлĕ кандидатсене маларах суйлама май парать.

Малтанхи сасăлава хутшăнакан кандидатсене пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче регистрацилеме пуçланă, документсене ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен çак ĕç-хĕле суйлавçă пулса хутшăнас текенсене регистрацилеме тытăнаççĕ. Çавна май Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Сасăлав çу уйăхĕн 24-30-мĕшĕсенче иртет. Пандемие пула кĕртнĕ чарусем вăйра тăнине кура ăна электрон форматпа йĕркелĕç.

ÇĔНĔ ÇЫНСЕМ

Малтанхи сасăлава кандидатсем пурте пĕрешкел условисенче хутшăнаççĕ. Ку таранччен эсĕ депутат пулнă, е ку санăн «влаçа ярса пуснă» пĕрремĕш утăм - пĕлтерĕшлĕ мар. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова пĕр интервьюра партие çĕнĕ çынсем кирлине, единороссем кандидатсен шайĕнче, тĕслĕхрен пандеми вăхăтĕнче, хăйсене лайăх енчен кăтартнă,тухтăрсене,вĕрентекенсене, ватăсене хапăлласа пулăшнине пусăм тусах каланăччĕ.

- Эпир парти ветеранĕсене, маларахри çулсенче ĕçленисене тата халĕ пирĕнпе пĕрле вăй хуракансене хисеплетпĕр.Çав вăхăтрах парти çĕнелсе пырать. Пирĕншĕн малтанхи сасăлава хастар тата яваплă граждансем ытларах хутшăнни пĕлтерĕшлĕ, - тет Алена Аршинова. - Пĕлтĕр, тĕслĕх-рен, Шупашкар хула пухăвĕн-чи депутатсен йышĕ, волонтерсен шучĕ-пе те чылай çĕнелчĕ. Çак çынсем республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тата Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕр командăра ĕçлеме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ.

Малтанхи сасăлавăн кăçалхи йышĕнчи çĕнĕ çынсен шутĕнче - Сергей Артамонов. Вăл нумай çул ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшнă: Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленине ертсе пынă, хальхи вăхăтра республикăн ял хуçалăх министрĕнче вăй хурать. Саккун кăларакан влаç органĕсен суйлавне кандидат пулса вара пуçласа хутшăнать.

- Юлашки çулсенче республикăн агропромышленноç комплексне аталантарма нумай ĕç тунă. Тумалли тата та нумай,- малтанхи сасăлава хутшăнма шут тытни пирки каласа кăтартнă май палăртать Сергей Артамонов.- Ăçта çитменлĕхсем пуррине, хăш енĕпе туртăнмаллине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Тухăçлăрах ĕçлес тесен улшăнмалла, çав шутра саккунсене те улшăнусем кĕртмелле. Çавăнпа эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» малтанхи сасăлавне, унта саккун кăларакан органсен суйлавне парти тăратакан кандидатсене палăртаççĕ, хутшăнма тĕллев лартрăм. Суйлав - питĕ яваплă тĕрĕслев. Чăваш Ен çыннисем ăслă халăх тесе шухăшлатăп. Малтанхи сасăлавра вĕсем маншăн сасăлани манăн ĕç-хĕле пур енлĕн хаклани пулĕ.

САНĂН ВĂХĂТ ÇЫВХАРАТЬ

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» малтанхи сасăлавĕнче кандидат пулас текенсен докуменчĕсене ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен партин регион уйрăмне çитермелле. Республикăра пурăнакан кирек кам та, урăх парти ретĕнче тăмасан, кандидат пулма пултарать. Кăмăл кăна пултăр.

Кун хыççăн кандидатăн интернетри кабинетĕнче хăйĕнпе тата программипе паллаштаракан видеоролик вырнаçтармалла, хăйĕнпе пĕр шухăшлисен - уншăн сасăлакансен - командине пухмалла. «Суйлавçăсене» ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче регистрацилеме пуçлаççĕ. Сасăлав çу уйăхĕн 24-30-мĕшĕсенче иртет. Малтанхи сасăлавра чи нумай сасă пухаканни Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кандидачĕ пек хутшăнма ирĕк çĕнсе илет. Ку ĕç-хĕл питĕ ансат тата уçăмлă. Малтанхи сасăлава кирек кам та сăнаса тăма пултарать. Сасăлав вĕçленнĕ хыççăн суйлавçăн хăйĕн бюллетеньне тĕрĕслеме те май пур, мĕнле çырса ăсатнă çавăн пекех сыхланса юлнă-и.

Кандидат пулмашкăн вăхăт пур-ха. Электрон мелĕпе документсене çак сайтра - pg.er.ru - йышăнаççĕ.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика