Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха парăнман

27 марта 2021 г.

Хуракассинче 1931 çулта çуралнă Лидия Семеновна Трофимова сахал мар хура-шур курнă, пурнăç урапи пур чухне те тиквс кусман. Уйрăмах чи лайăх тапхăрĕ, ачалăх çулĕсем, йывăрлăхпа хупланнă.

Унăн ашшĕпе амăшĕ, Татьянăпа Семен Семеновсем, ĕçчен çынсем пулнă. Ашшĕ конюхра ĕçленĕ, амăшĕ колхозри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Ашшĕ ирех ĕçе кайнă, ăна 12-13 çулхи Лида пулăшса пынă. Çавăнпа амăшĕ хĕрне те ирех тăратса кăларса янă. Питĕ çывăрас килсен те каймаллах, пулăшмаллах пулнă. Ашшĕпе пĕрле вăл вите тасатнă, лашасене типĕ утă панă. Чирлĕрех ашшĕне Лида хĕрхеннĕ, итленĕ, мĕн хушнине вăл каланă пек тунă. Унти ĕçсенчен пушансан шкула васканă. Киле кĕрсе урăх çипуç тăхăннă, васкаса апатланнă та вĕренме чуптарнă.

Ашшĕ 35 çултах вилнĕ. Çакăнтан вара пурнăç татах йывăрланнă. Килте арçын ĕçне тăвакан пулман. Амăшĕ ир пуçласа каçчен уйра ĕçленĕ, унпа пĕрле Лидă та çÿренĕ. Вăрçă çулĕсем пынă-çке тата. Вăл вăхăтра пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттернĕ вĕсем. Яшкана çăкăрсăр çинĕ, ураран çăпата кайман. Ăна та хăйсемех туса тăхăннă. Пахчари серте-пултрана çисе ярсан, Лида вăрмана серте татма çÿренĕ. Амăшĕ ăна хĕле валли те типĕтсе хунă.

Вунпилĕк çулта Лида 7 класс пĕтернĕ, анчах та малалла вĕренме каяйман, çемьене пулăшу кирлĕ пулнă. Вăл вара шкулта техничкăра ĕçлеме пуçланă. Малтан кивĕ шкулта, кайран çĕннинче тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.

Упăшки, Василий Федорович Трофимов, 1929 çулта Хуракассинче çуралнă. Урапа-çуна тунă çĕрте ĕçленĕ. Вăл та пурнăçран 33 çултах уйрăлнă. Кĕтмен çĕртен Лида тăватă ачапа тăрса юлнă: асли 9 çулта, кĕçĕнни вара çулталăкра çеç пулнă. Лидия Семеновна каллех йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çăмăл пулман хĕрарăма ачисене ура çине тăратма. Анчах та ачаран хăнăхнă ĕçченлĕхĕ, çирĕп кăмăлĕ йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнă ăна. Вĕсене вĕрентме, йĕркеллĕ çынсем тума тăрăшнă. Геннадий çамрăклах вилнĕ, Тамара, Светлана, Ираида çитĕнсе аслă пĕлÿ илнĕ.

Лидия Семеновна çулĕсемпе пуян – тăхăрвуннăра ĕнтĕ. Халĕ вăл аслă хĕрĕн çемйипе Кукашнире пурăнать. Ăна лайăх пăхаççĕ, хисеплеççĕ.

Л. АНДРЕЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика