Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен паттăр ĕçĕ çинчен пĕлмеллех

27 марта 2021 г.

«Анне, сан аллусем мĕншĕн кукăр та илемсĕр?», - ыйтрăм эп пĕррехинче аннерен. Эпĕ ун чухне шкулта вĕренеттĕмччĕ. «Окоп чавнă чухне шăнтнă та», - хуравларĕ анне». Çак асран тухми кĕске калаçу мана ун чухне тарăн шухăша ячĕ.

Ыйту çине ыйту çуралчĕ: епле майпа? хăçан? Тепĕр чухне каллех çакăн пирки аннепе сăмахлăттăмччĕ, анчах вăл çĕре кĕчĕ. Чылай ват çын пирĕнтен уйрăлчĕ. Эпĕ пурăнакансенчен окоп чавакансем çинчен ыйтса юлма васкарăм. Пирĕн Шĕнерпуç ялĕнче Валентин Греков вĕрентекен пулнă, пурне те пĕлнĕ, парти ĕçĕнче те нумай тăрăшнă. Валентин Васильевич мана кăмăлпах окоп чавакансен списокне пачĕ. Эпĕ савăннипе ăна тав турăм. Çак списокпа тĕплĕн паллашнă хыççăн унта пурте çукки палăрчĕ.

Манăн окоп чавнă çĕре Шĕнерпуç - Чураш ялĕсенчен кайнă çынсен ячĕсене пурне те тупас килчĕ. Çав тĕллевпе эпĕ Шупашкара патшалăх истори архивне кайрăм. Питĕ нумай хут ăшăнче чакаланса лартăм, шыранине тупрăм-тупрăмах. Хам ĕçшĕн хам савăнтăм. Халĕ сире тÿр кăмăлпа паллаштарас тетĕп. Окоп чавакансенчен пĕри манăн анне, Мария Афанасьевна Кормильцева, пулнă. Унсăр пуçне тата çаксене асăнса хăвармалла: Максимов Петр Максимович, Андреева Елена Андреевна, Иванова Александра Ивановна, Григорьева Елена Григорьевна, Павлова Елена Павловна, Свечина Людмила Степановна, Филиппова Мария Филипповна, Яковлева Юлия Яковлевна, Никифоров Роман Николаевич. Вĕсен йывăр пурнăçĕпе мухтавлă ĕçне пирĕн пĕлмелле, асра тытмалла, пулас ăру патне çитермелле. Кăçал - Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕçри паттăрлăхне халалланă çул. Çавна май, хисеплĕ вулакансем, çÿлерех асăннă кашни çын çинчен черетпе хаçатра çырса кăтартăп.

 

О. ШĔНЕРПИ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика