Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсем асĕнчен тухмаççĕ

20 марта 2021 г.

Аксарин ялĕнче пурăнакан Анатолий Федорович МАРТЬЯНОВ – вăрçă ачи, тыл ветеранĕ, ĕç ветеранĕ, ялти хисеплĕ çын. Шăп паянхи кун вăл 90 çул тултарчĕ. Вăрçă вăхăчĕ çинчен нумай каласа пама пултарать. Тĕлĕнмелле те, çав тапхăра пĕтĕмпех астăвать. Сире те, вулакансем, унăн асаилĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Анатолий Мартьянов 1931 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аксаринта (ун чухне Чикмеçин ялтлă пулнă) çуралнă. Çемьере виççĕн пулнă вĕсем, Анатолий – кĕçни. Аппăшĕ виçĕ çултах вилнĕ. Анатолий амăшĕпе ярмăрккăна кайма юратнă. Ара, унта пылак шыв ĕçсе киленнĕ, амăшĕ шăхличĕ туянса панă. Вăрçă тухнă текен хыпара та Октябрьски ярмăрккинче илтнĕ вăл. Макăракансем те пулнă ун чух, çынсем килĕсене те часах саланса пĕтнĕ. Тепĕр куннех арçынсене тата колхоз лашисене вăрçăна илсе кайнă. «Эпĕ ун чухне 10 çулхи ача çеç пулнă, çапах та Хусан хÿтĕлев чиккине тунă вăхăта лайăх астăватăп. Пирĕн аннене окоп чавма илсе кайман. Унта ĕçлекен тăватă çын пирĕн патăрта пурăнатчĕç, вăл вĕсене пăхнă: апат пĕçерсе çитернĕ, мунча хутса панă. Тăваттăшĕ те хамăр районти Атăл хĕрринчи вырăс ялĕсенчен килнĕскерсемччĕ. Хăйсемех нар турĕç, унта çывăрса пурăнчĕç. Анне вĕсене улăм тÿшек туса пачĕ. Хамăр аннепе кăмака çинче çывăраттăмăр. Атте килте пулман, ăна Атăл çине ĕçлеме янă. Анне каçхи апат хуранпа пĕçеретчĕ, кăмакана та лартнă. Юлнă апата ирпе ăшăтса паратчĕ. Окоп чавакансем валли мунча хутса хуратчĕ. Анчах ялĕпе те пĕр кулата анчахчĕ, шыв çуккипе аптăраттăмăр. Шыв ăсма çырмана çити кайнă, питĕ инçеччĕ, пĕр çухрăма яхăн пулать пулĕ. Апат пĕçерме, мунча хутма çавăнтан шыв нушаллă йăтнă», - аса илет вăрçă ачи.

Çĕршывшăн йывăр тапхăрта Анатолий аслисемпе пĕрле колхозра ĕçленĕ. Ытларах лаша кĕтĕвĕ пăхнă. Кĕркунне уйра çĕрулми, тырă пучахĕ пуçтарнă вăл, пĕрре те килте ларман. Пĕр татăк çăкăр парĕç-и тесе пĕрмаях кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕн-че хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Ачаллах йывăрлăха тÿсме тивнĕ. Вăл çеç те мар, хуйхи те сахал мар пулнă. Пăрахут çинче ĕçленĕ пиччĕшне 17 çула çитичченех салтака илсе кайнă. Вăл унтан тÿрех вăрçа лекет, икĕ хут йывăр аманнăскер киле таврăнать, анчах нумай пурăнаймасть салтак - вилет. Ашшĕ, Федор Павлович, Атăл çинче бакенщикра ĕçленĕ. Вăл та 1942 çулта вăрçа тухса кайнă та тепĕр çулах, кăрлачăн 20-мĕшĕнче, пуçне хунă. Çухату хыççăн çухату... Кил тĕрекĕ те, арçын алли те хуçалăхра юлман. Амăшĕ, Пелагея Матвеевна, епле тÿснĕ-ши? Пурпĕр умри йывăрлăха çĕнтерсе Анатолий ывăлне ура çине тăратма хал çитернĕ вăл, вĕрентсе кăларнă.

1949-1951 çулсенче Анатолий Федорович бригадирта вăй хунă. Унтан икĕ çул салтакра хĕсметре тăнă. Тăван яла таврăнсан каллех колхоза ĕçе вырнаçнă, часах ăна уй-хир бригадирне лартнă. Ку ĕçре вăл 1960 çулччен ĕçленĕ.

1962-1977 çулсенче сад пахчи бригадирĕ пулнă. Вăл ертсе пынипе 238 гектар улма-çырла йывăçĕсем ларт-нă, пысăк сад ĕрчетнĕ. Ун тавра та, çилтен хÿтĕлес тĕллевпе, тĕрлĕ йывăçсемпе тĕмсем лартнă. Лайăх ĕçленĕшĕн 1976 çулта Пĕтĕм Раççейри çутçанталăка сыхлакан обществăн II степеньлĕ дипломне, Хисеп грамотине тивĕçнĕ вăл. Ĕçленĕ вăхăтрах Вăрнарти совхоз-техникумра ятарлă пĕлÿ илнĕ. «Шел те, 1979 çулхи шартлама сивĕ-ре эпир лартнă йывăçсем шăнса пĕтрĕç. Çавна май малашне тĕрлĕ çĕрте ĕçлемелле пулчĕ: уйрăм агрономĕ, аслă хăмлаçă-агроном, уйрăм управляющийĕ, сысна фермин заведующийĕ», - пĕлтерчĕ вăл асаилÿ çăмхине сÿтнĕ май.

1978-1980 çç. – «Кугеевский» совхозăн выльăх- чĕрлĕх комплексĕн ертÿçи, 1987-1993 çç. - страхлакан агент пулнă, унтанах пенсие тухнă. Унăн грамотăсемпе тав хучĕсем нумай. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн унăн ятне «Аксаринский» совхозăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.

Мăшăрĕпе, Олимпиада Ильиничнăпа, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ: Татьяна – связист, Геннадий – сварщик, Алевтина – выльăх тухтăрĕ, Светлана – повар, Людмила – пахчаçимĕç çитĕнтерекен. Анатолий Федоровичăн - 9 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук. Ачисемпе мăнукĕсем çывăх çыннине тунсăхлама памаççĕ: килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ, килеймен чух шăнкăравлаççĕ.

90 çул тултарнă ятпа Анатолий Федоровича Аксарин ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Алина Потемкина тата культура ĕçченĕсем саламланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă Çырăвне ун патне çитернĕ, асăнмалăх парнепе савăнтарнă.

Ĕçпе тыл ветеранĕ çулĕсене кура мар маттур, çирĕп кăмăллă, ăслă-тăнлă. Пĕлтĕр кăна-ха вăл хăйĕн иккĕмĕш «Аксаринские колхозы» ятлă кĕнекине кăларчĕ. Хăй вăхăтĕнче ялти пурнăçа ура çине тăратнă, тĕрĕс çулпа аталантарнă, ырми-канми ĕçлесе çитĕнÿсем тунă çынсем çинчен материал пухса пулас ăрусем валли асăнмалăх кĕнеке хăварчĕ. Кунпа кăна çырлахасшăн мар, тепĕр кĕнеке кăларас шухăш канăç памасть ăна. Мĕнех, çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртме, хавхаланупа пурăнма Анатолий Федоровича çирĕп сывлăх, вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика