Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрулми ÿстерессипе малта пуласшăн

20 марта 2021 г.

Агропромышленноç комплексĕнче иртнĕ çулшăн пурĕ 79,5 миллиард тенкĕ чухлĕ тавар тирпейлесе кăларнă. Отрасльти инвестицисен калăпăшĕ ÿснĕ. Патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куçать. Кулленех пысăк производствăсем хута кайни те çакнах çирĕплетсе парать. Ял территорийĕ-сенче çĕнĕ ялхуçалăх предприятийĕсем хута каяççĕ.

Экспорт тĕллевлĕ продукцисем туса кăларасси тата вĕсене чикĕ леш енчи рынока ăсатасси – кашни кунхи ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе палăртаççĕ ялхуçалăхĕнче вăй хуракансем. Продукци тулаш рынокра кирлĕ пулни вăл ыттисенчен конкурентлăрах пулнине кăтартать.

Кашни гектар тухăçлăхне ÿстересси, унран пысăк тухăç тата тупăш илесси – тĕп тĕллев пулса тăрать.Тĕллевсене пурнăçламалли çул-йĕрсенчен пĕри – продукцие тарăннăн тирпейлессин калăпăшне ÿстересси. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, сĕтĕн пĕрре виççĕмĕш пайне, ашăн пĕрре тăваттăмĕш пайне чĕр тавар евĕр сутнă. Кăçалтан тытăнса çĕнĕ пулăшу мелне ĕçе кĕртнĕ. Ăна пурнăçлама сахал мар укçа пăхса хăварнă. Тата тепĕр тĕллев – çĕрулми ÿстерекен регион ятне тавăрасси. Управсем, тирпейлекен цехсем туни çак культурăна аталантарма çĕнĕ майсем уçать. Çак çул-йĕре пурнăçламалли курăмлă «çул карттине» туса хатĕрлеме тата ăна республикăн 2025 çулчченхи комплекслă аталанăвĕн планне кĕртме палăртнă.

О. ОЛИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика