Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркăмăшлă курăкпа кĕрешме укçа уйăрĕç

20 марта 2021 г.

Республикăри ял хутлăхĕсен территорийĕсенче наркăмăшлă ÿсентăран (Борщевик Сосновский) сарăлни хăрушлăх кăларса тăратать. Ахальтен мар ку ыйтупа нумаях пулмасть Ялхуçалăх министерствинче тÿрĕ эфир ирттернĕ.

Ялхуçалăх министерстви ирттернĕ сăнавсем тăрăх, çак наркăмăшлă ÿсентăран 300 яхăн гектар çĕре хупăрласа илнĕ. Вăл пуринчен ытларах Етĕрне (77,8 га), Йĕпреç (69 га), тата Куславкка (44,8 га) районĕсенче вăйлă хунанă. Пирĕн районта та пур. Юханшыв тата çул хĕррисемпе вăл çулсеренех сарăлса та сарăлса пырать.

Çак виçĕ метр çÿллĕш ÿсекен çумкурăк ялхуçалăх çĕрĕсене юрăхсăра кăларни, халăх сывлăхне сиен кÿме пултарни пăшăрхантарать. Чăваш Ене килекен хăнасен вара республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕпе сăнсăпачĕ çинчен тÿнтерлĕ шухăш çуралма пултарассине те шута илеççĕ.

Ÿсентăрана пĕтерессипе анлă та пысăк ĕçсене кăçал пуçăнма палăртнă. Кашни районтах ятарлă бригадăсем йĕркелĕç, вĕсене кирлĕ оборудованипе, хÿтĕлев тумтирĕсемпе тата химикатсемпе тивĕçтерĕç. Ялсем тавра тата шыв хĕррисенче çулса, тымарĕсене кăкласа тасатĕç, ытти лаптăксене гербицидпа имçамласа тухĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама 9 миллиона яхăн укçа уйăрĕç.

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика