Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи-чи хĕр пĕрчи» конкурс пĕрремĕш хут иртрĕ

15 марта 2021 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районта «Чи- чи хĕр пĕрчи» уяв конкурсĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Çак конкурса хапăл туса, йыхрава йышăнса ял хутлăхĕсенчен чи чипер те сăпай хĕр пĕрчисем Сĕнтĕрпуçĕнчи культура çуртне килсе çитрĕç.

Конкурса Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Виталий Иванов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова, Сĕнтĕрпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вĕрентекен Зоя Вострова тÿресем хак пачĕç.

Виталий Валерьевич уяв конкурсне салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Вăл районти илемлĕ те маттур хĕрачасене тата вĕсен ертÿçисене конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн чунтан тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Уяв-конкурс юмах тĕнчинчен пуçланчĕ. Театрализациленĕ программăпа килĕшÿллĕн хĕр пĕрчисен вăрмана çырла татма кайма тиврĕ. Çав вăхăтра тухатмăш карчăкĕпе унăн тусĕсем хĕр пĕрчисене чăрмав кÿме шутлаççĕ, паттăр Иван яланхиллех вĕсене пулăшать.

Чăваш хĕр пĕрчийĕсем хăйсен пултарулăхне, конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн, тăватă тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç. Сумлă тÿресем конкурса хутшăнакан вунпилĕк хĕр пĕрчин ăсталăхĕпе паллашрĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне чăваш хĕр пĕрчийĕн чи паха енĕсене туллин кăтарма пултарнине шута илчĕç.

«Куракансем кăмăллакан хĕр пĕрчи» Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчи Елизавета Иванова пулчĕ. «Чи çивĕч ăс тăнлă» ята Анастасия Федорова, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчен, «Чи хавхаланулăллă» ята Шуршăл ял хутлăхĕнчи Ульяна Альгеева, «Чи вичкĕн» ята Аксарин ял хутлăхĕнчи Валерия Калмыкова, «Чи хăюллă» ята Урхас Кушкă ял тăрăхĕн-чи Мария Никифорова, «Чи пултаруллă» ята Октябрски ял тăрăхĕнчи Анастасия Геронтьева тивĕçрĕç. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн хĕр пĕрчийĕ Варвара Яичникова «Чи илĕртÿллĕ», Кукашни ял хутлăхĕнчи Алина Кузьмина «Чи тĕллевлĕ», Карапаш ял хутлăхĕнчи Аэлита Алексеева «Чи ытарлă» Чăнкасси ял тăрăхĕнчи Ульяна Петрова вара «Чи кăмăллă», Атăлçи ял хутлăхĕнчи Анастасия Сергеева «Чи сăпай», Шăнерпуç ял хутлăхĕнчи Александра Белоусова «Чи маттур», Сĕнтĕр-пуç ял хутлăхĕнчи тепĕр хĕр пĕрчи Валентина Гаврилова «Чи тараватлă», Шуршăл ял хутлăхĕнчи София Петрова «Чи çепĕç» ятсене тивĕçрĕç. Хĕрÿллĕ тупăшура баллсене шутласан «Чи-чи хĕр пĕрчи» ята Хуракасси ял хутлăхĕнчи Селиме Фадеева çĕнсе илчĕ.

«Ярмарка» общество ертÿçи Юрий Степанов, район админитраци-йĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова, культура ĕçченĕсем парнесем парса хавхалантарчĕç. Конкурса ирттерме пулăшнă ырă кăмăллă çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр.

 

Г. СОЛОВЬЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика