Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре професси шайĕнче кĕске метражлă кино ÿкерĕç

15 марта 2021 г.

 Актерĕсемпе продюсерĕсем республикăри шкул ачисем пулĕç

Фильма Пĕтĕм Раççейри «Раççей шкулĕсенчи киноуроксем» вĕрентÿ проекчĕпе килĕшÿллĕн ха- тĕрлĕç. Чăваш Енре ÿкернĕ кинолента Раççейри мĕн пур шкул валли вĕренÿ пособийĕ пулса тăрĕ, ăна çĕршыври 43 пин ытла вĕренÿ заведенине тÿлевсĕр парĕç. Кастингран ăнăçлă тухнă пирĕн тăрăхри шкул ачисем профессионал актерсемпе пĕрле кинора ÿкерĕнме пултарĕç.

Кино ĕçне хăвăртлатас тĕллевпе вĕренекенсем хăйне евĕрлĕ продюсерсем пулса тăрĕç. Вĕсем проекта укçа-тенкĕпе тивĕçтерме хутшăнĕç. Çав вăхăтрах çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлĕç. Ачасем хăйсем калашле, кивĕ хут пуçтаратăн - йывăçа çăлатăн. Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре «Киноэкологи» акци старт илнĕ. Ачасем кивĕ хут пухса сутаççĕ, укçана кинофильм ÿкерме хываççĕ. Малтан шутласа па-лăртнă тăрăх, акцие республикăри 290 шкул хутшăнĕ. Çапла майпа ачасем усăллă икĕ ĕç тăваççĕ, кивĕ хут пухаççĕ, фильм премьерине çывхартаççĕ.

Акци флагманĕсем Шупашкарти 59-мĕш шкул вĕренекенĕсем пулса тăнă. Вĕсем пĕр тонна кивĕ хут пухнă. Ачасем кунпа кăна чарăнса тăрасшăн мар-ха. Ыттисене те çак ĕçе хастар хутшăнма чĕнеççĕ.

Инна ИСАЕВА, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» фракци членĕ, партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн регионти координаторĕ:

«Пĕтĕмпех палăртнă пек пулса пырсан фильма авăн уйăхĕ тĕлне хатĕрлесе çитерĕç.

Çавна май кивĕ хут пухассине пуçарнă. Çак ĕçе шкул ачисене пурне те хутшăнтарас килет. Вĕсене аслисем пулăшсан та лайăх. Хамăр ача чухне ăмăртса кивĕ хут пухнине аса илер-ха, питĕ интереслĕччĕ, эпир хут пухса йывăçсене çăлса хăварнине ăнланнă-çке тата. Çакă - хăв пурăнакан вырăна хисеплени те, Чăваш çĕрĕнче ÿкерекен фильмăн тĕп шухăшĕ те çак ăнлавпа - хисеп - çыхăннă».

Фильма «Интелрост» пĕрлĕхĕн профессионал режиссерĕсем, сценарисчĕсем тата операторĕсем хатĕрлеççĕ. «Интелрост» - Санкт-Петербургри Ăс-тăн тата пултарулăх аталанăвĕн центрĕ. Черетлĕ фильма хăш регионта ÿкересси регионтан хăйĕнчен килет. Çавăнпа хальхи вăхăтра Чăваш Ен «Киноэкологи» акцие мĕнле хутшăнни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хальлĕхе вара республикăри шкул ачисем уроксенче ытти регионта ÿкернĕ фильмсене пăхаççĕ. Интерактивлă урокра кино пăхни - педагогикăри çĕнĕлĕх, вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕн, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин, «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕн Алена Аршиновăн пуçарăвĕпе пурнăçланать.

«Раççей шкулĕнчи киноуроксем» проектăн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха? Вĕренекенсем фильм пăхаççĕ тата ăна сÿтсе яваççĕ. Кашнин сюжечĕ ачасене çынлăх паллисене - чыс, ырă кăмăллăх, паттăрлăх, туслăх, патриотлăх - уçса парать.

Унтан ачасем пĕр-пĕр усăллă тата ырă ĕç шухăшласа кăлараççĕ, ăна пурнăçлаççĕ. Тĕслĕх-рен, Шупашкарти 59-мĕш шкулта аслă классенче вĕренекенсем «Александр» фильм пăхнă. Вăл - яваплăх çинчен. Фильма курнă тата сÿтсе явнă хыççăн ачасем хăйсем «пĕчĕк тусĕсемшĕн» явап-лă пулнине кăтартса панă. Вĕсем «Ырă чĕре» ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ: «Право на жизнь» тата «Усатые-полосатые» приютсенчи кушаксемпе йытăсем валли апат пуçтарнă.

Çак шкултах 3-мĕш класра вĕренекенсем Пушкăртстанра ÿкернĕ «Песня ветра» фильма пăхнă. Ку кино - этемпе çут çанталăк пĕрлĕхĕ çинчен. Класс ертÿçи Елена Крышкина пĕлтернĕ тăрăх, фильм ачасен чунне пырса тивнĕ, хăшĕ-пĕри куçульленнĕ те.

Елена КРЫШКИНА, Шупашкарти 59-мĕш шкулти 3-мĕш «д» класс ертÿçи:

«Фильм ачасем урлă кашни пĕлме тивĕç кăмăл-сипет пахалăхĕсем çинчен каласа кăтартать. Кун çинчен сăмахпа калани лайăх паллах. Анчах çакна ача экран çинче хăй курни - пачах урăхла. Фильм, манăн шухăшпа, ырра вĕрентекенскер. Курни ачасен чĕринче нумайлăха тăрса юлĕ».

Артем МАКЛЫГИН, Шупашкарти 59-мĕш шкулти 3-мĕш «д» вĕренекенĕ:

«Фильмра çут çанталăка питĕ юратакан арçын ача çинчен каласа панă. Унăн ашшĕ сунарçă пулнă. Пĕррехинче кашкăрсем ăна вĕлернĕ. Çавăн чухне арçын ача çут çанталăка питĕ хытă çилленнĕ. Ырă пĕр çын ăна тĕнче йĕрки çинчен каласа ăнлантарнă, ашшĕпе кĕтмен инкек пулни, çут çанталăка вара юратмалли тата сыхламалли çинчен каланă».

Çапла вара «Раççей шкулĕсенчи киноуроксем» проектăн черетлĕ фильмне Чăваш Енре ÿкерĕç. Унăн премьерине авăн уйăхĕнче кăтартма шухăшлаççĕ. Палăртнисем пурнăçланччăр тесен республикăри шкул ачисен халĕ «Киноэкологи» акцие хастар хутшăнмалла.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика