15 марта 2021 г.
Иртнĕ ытларикун районти Культурăпа туризм çуртĕнче культура ĕçченĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта вĕсен 2020 çулхи ĕçне пĕтемлетнĕ.
Мероприятине Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, унăн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Арсентьева, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культура ĕçче-нĕсем хутшăннă.
Тĕп докладпа культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова тухса калаçнă. Вăл культура учрежденийĕ-сен техника базине юсас тата çирĕп-летес енĕпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртнă. Сăмахран, Ваçликасси, Чермĕш, Шуршăл культура çурчĕсене тата
Уплерти ял клубне юсанă. Октябрьски, Шĕнерпуç, Шуршăл, Кайри Шĕнерпуç тата районти культура çурчĕсем çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Çавăн пекех Шуршăл, Ăстакасси, Атăлçи тата ача-пăча библиотекисем те палăрмаллах улшăннă.
«Пĕчĕк çĕршывăн культури» федераллă парти проекчĕн «Вырăнти Культура çурчĕ» çумпрограмма йĕркипе Октябрьскинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Чăнкассинче вара пурлăх базине çĕнетнĕ. Чăваш Автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа паллă художник Ю.А. Зайцев ячĕллĕ Художество галерейине реставрациленĕ.
Елизавета Викторовна 2020 çулта ирттернĕ паллăрах мероприятисем тата культура ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем çинче те чарăнса тăнă, кадрсем çителĕксĕрри çивĕч ыйту пулса тăнине палăртнă. Хальлĕхе 103 ĕçчен штатра тăрать. Паянхи кун баянистсем, аккомпаниаторсем, хореографсем, культурăпа массăллă мероприятисене йĕркелекенсем çитменни, çамрăк кадрсем çукки шухăшлаттарть пуçлăха. Ку çулта туса ирттермелли плана та районăн культурăллă пурнăçне ырă улшăнусемпе çĕнĕ варкăш кĕртме май паракан ĕçсене палăртса хăварннă.
Культура министрĕ Светлана Каликова хулари ача-пăча ÿнер шкулне çÿрекенсене кĕвĕ инструменчĕсем çинче выляма, хореографипе вокала çеç вĕрентмелле мар, вĕсене ĕмĕтленнĕ специальнăçа алла илсен каялла района таврăнма майсем туса пама, çакăн çине ытларах пусăм тума сĕннĕ.
Владимир Мустаев культура ĕçченĕсене район пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă, малашне те çыхăнăва татмасăр пĕр йышра ĕçлессине шанса çĕнĕ çитĕнÿсем суннă.
Унтан хăнасем «Культура» наци проекчĕн йĕркипе юсаса çĕнетнĕ районти тĕп библиотекăра, Кукашнипе Октябрьски ялĕсенчи культура вучахĕсенче пулса курнă.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)