Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам пулассине паянах палăртмалла

09 марта 2021 г.

Професси суйласа илесси, пурнăçра хăйсен вырăнне палăртасси - шкул вĕренсе пĕтерекен çамрăксемшĕн кирлĕ самант. Хуракассинчи тата Кукашнири вăтам шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемпе ку ыйтупа Раççейри МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн начальникĕ А. САПОЖНИКОВ тата аслă инспекторĕ Д. СОРВИН калаçу ирттерчĕç.

Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа 171 хутчен çулăм алхаснă, çавна пула 27 çын вилнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене асра тытмалли, вĕсене пĕлни хамăра та, кил-çурта та сыхласа хăварма май пани çинчен каларĕç чи малтанах шкул ачисене. Кашни кун çынсем пушарсемпе тата ытти çутçанталăк инкекĕсемпе тĕл пулаççĕ. МЧС сотрудникĕсем яланах пулăшма килме хатĕр. Çăлаканăн тĕп тивĕçĕсем - çынсене аварипе çăлав ĕçĕсене ирттернĕ чухне пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси, инкек курнисене шыраса тупасси тата синкерлĕ лару-тăрура оперативлă ĕçлесси. Çак профессине суйласа илес текенсен инкек-синкекпе асапланакан çыннăн суранĕсене курма хăрамалла мар, пĕрремĕш пулăшу вăхăтра пама пĕлмелле тесе çирĕплетрĕç Александр Сапожниковпа Дмитрий Сорвин.

Александр Валерьевич аслă классенче вĕренекенсене МЧС ĕçченĕсен специальноçне илме пулăшакан вĕренÿ заведенийĕ-семпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем вĕренÿ заведенийĕсем çинчен видеороликсем пăхрĕç.

Дмитрий Владиславович вара граждан хÿтĕлевне йĕркелес ĕçĕн историпе - çак организацин эмблемипе, уставĕпе, структурипе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăл шкул пĕтерекенсене аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренме сĕнчĕ. Курсантсем валли çăмăлăхсем пулĕç: бюджет никĕсĕ çинче вĕренĕç, çав тапхăрта вĕсене укçа-тенкĕ параççĕ, çара каяссинчен хăтараççĕ, тÿлевсĕр апатлантараççĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата тумтирпе тивĕçтереççĕ.

Çак калаçу хыççăн ачасен МЧС ĕçченĕ пулма шухăш çирĕпленессе шанса тăраççĕ вĕрентекенсемпе тĕлпулăва пынă хăнасем.

 

О. ОЛИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика