09 марта 2021 г.
2021 çулхи чи лайăх класс ертÿçине палăртас тĕллевпе район шайĕнче конкурс иртнĕ. Ăна нумаях пулмасть пĕтĕмлетнĕ. Çак сумлă ята тивĕçессишĕн тăхăр вĕрентекен тупăшнă.
«Класс коллективĕпе ĕçлемелли программа» конкурсра жюри пайташĕсем Ольга Ларионова (Сĕнтĕрпуç шкулĕ), Анна Бакина (Хуракасси шкулĕ), Наталья Шипунова (1-мĕш гимнази), Валентина Абамзина (Октябрьски шкулĕ), Ирина Николаева (Шуршăл шкулĕ) хатĕрленĕ программăсене суйласа илнĕ. Вĕсене чи лайăххисем шутне кĕртнĕ. Унтан асăннă вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе ăмăртса пултарулăхне виçĕ енлĕн кăтартнă: «Ачасемпе калаçни», «Класс ертÿçи – воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕсене çутта кăлараканĕ», «Эпĕ - класс ертÿçи» пултарулăх конкурсĕнче хăйсемпе туллин паллаштарнă.
Тĕрĕслев витĕр тухнă вĕрентекенсемшĕн кĕçех кĕтнĕ самант çитнĕ - жюри пайташĕсем çĕнтерÿçĕне палăртнă. Пилĕк вĕрентекен хушшинче чи пултарулли, ăнăçли А.Г. Николаев ячĕллĕ Шуршăлти вăтам пĕлÿ паракан шкулти 4-мĕш класс ертÿçи Ирина Владимировна НИКОЛАЕВА пулса тăнă. Пуçламăш класс ачисене вĕрентекен Ирина Николаева пирĕн район чысне республика шайĕнче иртекен конкурсра хÿтĕлĕ. Эпир ăна ăнăçу сунатпăр!
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)