Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене пĕтĕмлетсе тĕллевсене палăртрĕç

09 марта 2021 г.

Ĕнер Сĕнтĕрвăрринчи Культурăпа Туризм çуртĕнче районĕн 2020 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2021 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкерчĕç.

Канашлу ĕçне Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕ Евгений Герасимов, Сĕнтĕр-Канашлу ĕçне Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕ Евгений Герасимов, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, районти организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Канашлу ĕçре палăрнисене наградăсем панинчен пуçланчĕ.

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» асăну медальне Александр Николаевич Никанорова, Владимир Иванович Григорьева тата Василий Сергеевич Малинина парса чысларĕç.

Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçре палăрнăшăн «Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята 1-мĕш номерлĕ Гимназире вăй хуракан Алена Юрьевна Тимофеева тивĕçрĕ.

Малалла Владимир Мустаев районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2021 çулта туса ирттермелли ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тупăшсем енĕпе 549,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă,тăкаксем енĕпе 551,1 млн тенкĕлĕх.

Тăкаксем хушшинче социаллă культура сфери пысăк вырăн йышăнать, 67,7 процент (373 млн тенкĕ).

Пухăва пуçтарăннисем кăсăклантаракан ыйтусене хускатрĕç. Сăмахран, Хусан Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий Черашкин чиркÿ таврашĕнчи çĕр уйрăм çын харпăрлăхĕнче пулнă пирки чиркÿ харпăрлăхне куçарас енĕпе пулăшма ыйтрĕ. Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн директорĕ Евгений Ильина вара хула стадионĕ-пе усă курайманни пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен физкультура урокĕ-сене унта ирттереççĕ. Владимир Мустаев стадиона хута ямалли проект çитес вăхăтра хатĕр пуласса пĕлтерчĕ.

Канашлу хĕрарăмсене çитес уявпа саламланипе вĕçленчĕ.

 

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика