Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха вăйăра çирĕплетрĕç

01 марта 2021 г.

Кашни çыннăн пысăк пахалăхĕ – сывлăх. Ачана вăйлă, çирĕп тата сывлăхлă çитĕнтересси ашшĕ-амăшĕн тата вĕрентÿ учрежденийĕ умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Ача сачĕсенче эпир ăна тĕрлĕ физкультура уявĕсем ирттерсе пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Вĕсене аслисем те, пĕчĕккисем те юратаççĕ. Нумаях пулмасть Шуршăлти «Хĕвел» ача садĕнче «Çивĕч, вăйлă, хăюллă» ятпа Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă уяв иртрĕ.

Физкультура уявĕ пуçласа вĕçне çитиех интереслĕ те кал-кал пычĕ. Ăмăртăва хутшăнакан кашни ача хăйĕн вăйне, çаврăнăçулăхне, тавçăрулăхне кăтартма пултарчĕ. Вăййа хутшăнакансем хăйсене хастар тытрĕç, пур конкурса та çăмăллăнах парăнтарчĕç, пĕр-пĕрне йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшрĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх туслăх çĕнтерчĕ. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен ача сачĕ вăл – пĕр пысăк та туслă çемье. Пĕрлĕхлĕ йышра пĕр-пĕринпе килĕштерни, пĕр шайра пулма тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Уяв ачасене савăнăçпа хавхалану кÿчĕ, сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшрĕ.

 

А. АФАНАСЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика