Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе пуян та илемлĕ

01 марта 2021 г.

Чăваш чĕлхи – пуян та çепĕç чĕлхе. Ачасем мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхепе юратса калаçса ÿсеççĕ. Çитĕнсе çитичченех çак туйăма упраса хăварасси – кашнин тивĕçĕ.

Урхас Кушкăри вăтам пĕлÿ паракан шкул çумĕнчи ача садĕнче Тăван чĕлхе кунне уявласа ирттерчĕç. Ача сачĕн воспитателĕсемпе ушкăна çÿрекен ачасем чăваш тумĕсем тăхăнса илемлĕ тĕрĕсемпе киленчĕç. Кашни тĕрĕ халăх пурнăçĕнчи уйрăм тапхăра сăнланине вĕрентекенсем палăртса хăварчĕç. Чăваш кĕввине илтсен ачасем ташă çеммипе илемлĕ хусканусем тумасăр чăтаймарĕç.

Малалла ачасем шкул çумĕнчи музея çитсе курчĕç. Кунта вĕсене тĕлĕнмелли çав тери нумай пулчĕ! Авалхи япаласене тытса курнă май, кашниех вĕсем мĕн тума кирлĕ пулнипе кăсăкланчĕç. Аслисем аваллăх тĕнчинчи экспонатсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Кашни япалан чăвашла ятне пĕлтерчĕç вĕсене воспитательсем.

 

Н. ФЕДОРОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика