Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслĕхпе ĕретлĕхшĕн

01 марта 2021 г.

Коррупципе кĕрешессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районта ку енĕпе ятарлă Канаш йĕркеленĕ. Вăл çулсеренех хăйĕн ĕçне планласа пырать, палăртнă ĕç-пуçа ларусенче пăхса тухать.

Кăçалхи çул туса ирттермелли ĕçсен планне те йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, 2021 çулта пурĕ тăватă комисси ларăвĕ иртмелле. Кашнинчех 3-4 ыйту таран пăхса тухма палăртнă. Вĕсене пурнăçлаканĕсем: район администрацийĕн юридици, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен, градостроительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политики, культурăпа социаллă аталану тата ĕçе йĕркелесе пыракан пайĕсем, Сĕнтĕрвăрри хулин тата Октябрьски ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата ытти те.

Ларусенче тĕрлĕ сферăра коррупципе кĕрешес ĕçе епле йĕркеленине пăхса тухас ыйту планра пысăк вырăн йышăнать. Паянхи çамрăксенче коррупцие хирĕçле туйăм çуратасси пĕлтерĕшлĕ. Çавна май çитĕнекен ăрупа тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерессине те ĕç планне кĕртнĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара районти ĕçхĕле пур енлĕн пĕтĕмлетĕç.

 

ПИРĔН КОРР.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика