Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхăн пурнăç шайне ÿстересси - тĕп тĕллев

01 марта 2021 г.

Хальхи çăмăл мар условисенче те Октябрьскинчи потребитель кооперацийĕн обществи район бюджетне кĕрекен шанчăклă налук тÿлекенсенчен пĕри пулнине çирĕплетет. Кĕçнерникун райпо 2020 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе уполномоченнăйсен пухăвне ирттерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, кăçал Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен çулĕ. Ун йĕркипе пуху хÿтĕлев ĕçĕсенче хутшăннисен паттăрлăхĕ çинчен калакан фильма пăхнипе пуçланчĕ. Асăнса хăварар, Октябрьскинчи райпо пирĕн районти хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ячĕпе палăк тума хастар хутшăннисенчен пĕри пулса тăрать.

Радим Почемов районти потребительсен обществин Канашне 20 çул ытла тивĕçлĕ ертсе пырать. 2020 çулхи кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе вăл пухăннисене паллаштарчĕ. Радим Вячеславович райпо халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерессипе çыхăннă нумай ĕç-хĕле пурнăçланине палăртрĕ.

Малалла вăл иртнĕ çул нумай предприяти тата организацисен ĕçне урăхларах йĕркепе тума тивни çинчен каларĕ. Хăрушă инфекци сарăлнине пула хÿтлĕх хатĕрĕсем (маскăсем, перчеткесем, сывлăша инфекцинчен тасатакан хатĕрсем, антисептик) туянма тивнĕ. Çакна тума сахал мар укçа уйăрмалла пулнă. Лару-тăрăва шута илсе, ĕç вырăнĕсене хăрушсăр та хăтлă тăвассине тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Ĕç вырăнăсене ăшăпа, çутăпа тивĕçтерессине те райпора яваплăха туйса йĕркеленĕ. Суту-илÿ объекчĕсенче вăл е ку сăкăлтăк сиксе тухсан, Радим Вячеславович ыйтăва татса пама тÿррĕмĕнех хăй хутшăнать. Тимлĕх уйăрнине кура ĕçре инкек пулни ку таринччен пулман, малалла та ырри кăна хуçалантăр.

Тавар туянакансене валли кирлĕ чухлĕ хÿтлĕх хатĕрĕсем туяннă. Палăртса хăвармалла, потребительсен обществи йывăр тапхăрта хăй ĕç-хĕлне чарса лартман, халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерессин калăпăшне планпа пăхса хăварнинчен ытларах та пурнăçланă.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, Радим Почемов уйрăмах тухăçлă ĕçленисене палăртса хăварчĕ. Кун çинчен тата пуху йĕркипе пăхса тухнă ытти самантсем çинчен хаçатăн вырăсла кăларăмĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

 

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика