Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă та ăста педагог

01 марта 2021 г.

Вĕрентекенсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартакан тата палăртакан конкурссем çулсеренех иртеççĕ. Вăл конкурссенче вĕрентекенсем, воспитательсем, класс ертÿçисем, социаллă педагогсем хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть çавнашкал район шайĕнчи конкурс социаллă педагогсем хушшинче иртнĕ.

Унта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пурĕ ултă социаллă педагог хутшăннă. Вĕсем пурте пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе – нумай ачаллă, ача усрава илнĕ, ачана опекăна илнĕ, инвалид ача пур çемьесемпе ĕçлеççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, районти чи маттур ĕçтешсемпе ăмăртма вара тата йывăртарах, мĕншĕн тесен унта чи-чи маттуррисем пĕр-пĕринпе тупăшаççĕçке! Кун пек мероприятисен уссийĕ, пахалăхĕ ăсталăх шайне ÿстерес енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ыттисенчен вĕренме май пурри паха.

Район шайĕнче иртнĕ «Çулталăкри социаллă педагог-2021» конкурсра Октябрьскинчи вăтам шкулта ĕçлекен Ирина Геннадьевна СТЕПАНОВА çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Лауреатсен шутĕнче вара - Сĕнтĕрпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти социаллă педагог Надежда Петровна Тихонова тата Атăлçи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти социаллă педагог Валентина Гурьевна Семенова.

«Ирина Геннадьевна - талантлă педагог. Вăл ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлать, ачасемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Йывăр лару-тăруллă çемьери ачасене «куçран вĕçертмест», вĕсене тĕрĕслесех тăрать, пулăшать. Вĕсем çинчен кирлĕ материалсем хатĕрлесе район администрацийĕн опекăпа попечительство органне тăратать. Ирина Геннадьевна тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕсене те хутшăнать, районти çул шутне çитмен ачасемпе ĕçлекен пайăн инспекторĕ-семпе тачă çыхăну тытать.

Унсăр пуçне вăл конкурссене хутшăнать. Нумаях пулмасть районта социаллă педагогсем хушшинче иртнĕ конкурсра вăл çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕшĕн эпир те савăнатпăр, маттур та талантлă ĕçтешĕмĕрпе мăнаçланатпăр. Ирина Геннадьевна Степанова çĕнтерÿçĕ республика шайĕн-че иртекен конкурсра пирĕн район чысне хÿтĕлĕ. Эпир ăна çĕнтерÿпе таврăнма ăнăçу сунатпăр», - пĕлтерчĕ шкулти класс тулашĕнчи ĕçе ертсе пыракан директор çумĕ Галина Николаевна Иванова.

«Ирина Геннадьевна çав тери пултаруллă. Эпир, класс ертÿçисем, час-сасах социаллă ыйтусемпе ун патне пыратпăр, вăл пире класс тулашĕнчи ĕçсенче яланах пулăшать. Ачасемпе те терлĕ мероприятисем ирттерет: калаçусем, тренингсем, уçă уроксем. Пулас профессие суйласа илесси кирек хăш ачана та шухăшлаттарать. Çакăн пек ыйтусене татса парас енĕпе те Ирина Геннадьевна вĕренекенсене усăллă канашсем, сĕнÿсем парса пулăшать», - кăмăлпа каларĕ ĕçтешĕ çинчен 7-мĕш класс ертÿçи Оксана Михайловна Кириллова.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика