15 февраля 2021 г.
«Вăрçă» тата «ача» сăмахсем пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăмаççĕ. Çапах та Тăван çĕршыв Аслă вăрçин хĕн-хурĕ, синкерлĕхĕ аслисене çеç мар, ачасене те пырса тивнĕ. Ачалăхне çухатнă ăру унччен нимĕнле çăмăллăхпа та усă курман. Юлашки вăхăтра патшалăх çак категорири çынсене тимлĕх уйăрать.
Аса илтеретпĕр, «вăрçă ачисем» статуса çирĕплетес тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçару тунă. Çавна май пĕлтĕр ача çулĕсенче йывăрлăхсем тÿссе ирттернĕ пирĕн республикăри çынсем хушма çăмăллăхсене тивĕçнĕ. Нарăсăн 2-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те вăл вăрçă ачисене укçа-тенкĕ енчен пулăшу памаллине каланă.
Иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин «Вăрçă ачисем çинчен» саккунăн 3-мĕш статйине улшăну кĕртесси çинчен» калакан саккун проектне ырланă. Асăннă улшăну вăрçă ачисене пурăнмалли пÿлĕм тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли тăкаксен 25 процентне саплаштармаллине палăртать.
Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн, компенсацие пурăнмалли çурт-йĕре тара илнĕшĕн, тĕп юсав тÿлевĕшĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, топливăшăн тата транспорт пулăшăвĕсен хакĕшĕн тата ыттишĕн тÿлеççĕ. Çав хушăрах гражданинăн пĕр вăхăтрах укçа-тенкĕ компенсацийĕ е ытти саккунсем тăрăх уйăхсерен çăмăллăх илме право пур пулсан, унăн вĕсенчен пĕрне суйласа илмелле пулĕ.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тылра ĕçленĕ çынсене, ĕç ветеранĕсене тата ытти категорири çынсене кашни уйăхра укçа тÿлевне индексацилесси çинчен йышăну тăнă. Вăл 2,9 процент шайĕнче пулĕ.
Н. НАДЕЖДИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)