Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тĕрĕсленмелле

15 февраля 2021 г.

Пирĕн республикăра Раççейри «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсене усал шыçă чирĕ сарăлассине чакарас, чире вăхăтра тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Çав мероприятисенчен пĕри – онкологи диспансерĕн тухтăрĕсем районсене çитсе çынсен сывлăхне вырăнта тĕрĕслени. Иртнĕ ытларикун республикăри онкологи диспансерĕн специалисчĕсем пирĕн районти тĕп больницăра пулнă. К.Н. Ласточкина врач-онколог тата О.В. Тимофеева медицина сестри пынă çынсене усал шыçăсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.

Çав кун районти 22 çын консультацинче пулнă. Шупашкартан килнĕ специалистсем вĕсемпе канашланă, тĕрĕслев ирттернĕ, сĕнÿсем панă. Вĕсенчен тăваттăшне малалла сăнав ирттерме республикăри клиника онкологи диспансерне кайма сĕннĕ.

Н. ФЕДОРОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика